Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлассине (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑнланатӑп: мана асли туни уншӑн хӑйӗншӗн лайӑх, вӑл ӗҫлеме юратмасть, анчах эпӗ хаваслансах ӗҫлетӗп, ывӑнни маншӑн усӑллӑ, вӑл чунри хумханусене сӳнтерет, хӗрарӑмсем ҫинчен шухӑшлассине чарса тӑрать.

Я понимаю, что ему выгодно иметь меня старшим, он — не любит работать, а я работаю охотно, усталость полезна мне, она гасит тревоги души, сдерживает настойчивые требования инстинкта пола.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Унтан доктор каллех рефлектора ҫӗклерӗ, каллех ҫутӑ пайӑрки куҫа йӑмӑхтарчӗ, нимӗн курми те туса хучӗ, шухӑшлассине пӗтерсе хучӗ.

А потом доктор опять двинул рефлектор, опять луч в глаза, ослепивший сразу и лишивший способности к рассуждению.

V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑл шухӑшласа илчӗ, ку Бил йӗрӗ пулмалла, терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, анчах шухӑшлассине вӑл темӗнле, ытла ҫӑмӑллӑн, пӗр пӑлханмасӑр шухӑшларӗ.

Он подумал, что это, возможно, след Билла, но подумал вяло и равнодушно.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ытла вӑйсӑрланса ҫитнипе хӑйне ҫил те тӳнтерсе ярассӑн туйӑнчӗ пулсан та, выҫлӑх ҫинчен шухӑшлассине пӗтӗм вӑйӗпе сирсе ячӗ вӑл.

Огромным усилием воли он не позволял себе думать о голоде, хотя чувствовал невероятную слабость, его просто качало на ветру.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӗсен туртӑмӗсем пӗртте пӗрешкел мар, Володьӑпа Дубков чӑнласа шухӑшлассине, сисӗмлӗхе аса илтерекен кирек мӗнрен те хӑранӑн туйӑнаҫҫӗ; Нехлюдов, пачах урӑхла, калама ҫук хавхалануллӑ, хастар ҫын, час-часах хӑйне тӑрӑхланине пӑхмасӑр, философи ыйтӑвӗсемпе туйӑмсем ҫинчен пуплеме пикенет.

Направления их были совершенно различны: Володя и Дубков как будто боялись всего, что было похоже на серьезные рассуждения и чувствительность; Нехлюдов, напротив, был энтузиаст в высшей степени и часто, несмотря на насмешки, пускался в рассуждения о философских вопросах и о чувствах.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сӑмах Репин ҫинчен пуҫлансан, вӑл яланах нимӗн те чӗнместчӗ, хӑйӗн шухӑшӗ тӗрӗс мар пулассине е ҫынсем ҫавӑн пек шухӑшлассине пӗлнӗ пекех тытатчӗ хӑйне хӑй.

Он всегда молчал, когда речь заходила о Репине, словно зная, что его мнение может быть пристрастным, или не желая, чтобы его заподозрили в этом.

35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Чайковский тата ыттисем пирки те пирӗн хӑйне май нейтралитет тытмаллине эпӗ ӑнланатӑп, Ҫурҫӗр правительстви ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине пытарса, ку правительствӑна эпир хамӑр туни ҫинчен шухӑшлассине сирсе яратпӑр.

— Я понимаю, что по отношению к Чайковскому и прочим мы должны держаться своеобразного нейтралитета, умалчивая о своем отношении к правительству Севера, мы тем самым отведем подозрение, будто мы его создали.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ нумайлӑха каятӑп, килӗшӗр манпа, хам ҫемҫе чӗрчун пулмасан та, эсир ман ҫинчен йӗрӗнсе аса илесси ҫинчен шухӑшлассине хампа пӗрле илсе кайни аван мар мана.

Я уезжаю надолго, и согласитесь, хоть я и не мягкое существо, но мне было бы невесело унести с собою мысль, что вы вспоминаете обо мне с отвращением.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Маша чи малтанах ҫапла шухӑшлассине вӑл шансах тӑрать ӗнтӗ.

И, уж конечно, Маша-то уверена, что он не подведет.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Шухӑшлассине шухӑшлаччӑр та, пурӗпӗр илме пултарас ҫук!

— Оно и пусть думают, да не взять!

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

11. Мӗншӗн тесессӗн Туррӑн пур ҫынна та ҫӑлакан тивлечӗ ҫитрӗ; 12. вӑл пире, Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлассине, ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма вӗрентет, 13. телейлӗ пулас ӗмӗте тытса, хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Иисус Христос Туррӑмӑр мухтавлӑ килессине кӗтсе тӑма вӗрентет.

11. Ибо явилась благодать Божия, спасительная для всех человеков, 12. научающая нас, чтобы мы, отвергнув нечестие и мирские похоти, целомудренно, праведно и благочестиво жили в нынешнем веке, 13. ожидая блаженного упования и явления славы великого Бога и Спасителя нашего Иисуса Христа,

Тит 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Шухӑшлассине ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе шухӑшла, калаҫасси Ҫӳлти Турӑ саккунӗ ҫинчен пултӑр.

20. Рассуждение твое да будет с разумными, и всякая беседа твоя - в законе Вышнего.

Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эпӗ хӑҫан ларнине те, хӑҫан тӑнине те пӗлетӗн; Эсӗ эпӗ мӗн шухӑшлассине малтанах пӗлсе тӑратӑн.

2. Ты знаешь, когда я сажусь и когда встаю; Ты разумеешь помышления мои издали.

Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех