Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшланӑччӗ (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ма кӳлтӗм-ха ку чӑрсӑр юпаха? — тесе пӗрре мар шухӑшланӑччӗ Мария Тимофеевна Тӑмпайран ҫула тухсанах, анчах пӗр тухнӑ-тухнах, каялла ҫаврӑнасси килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй тӗллӗн тытма май килмесен, ӑҫта пурӑннине йӗрлесе пӗлсе, хулари полицейскисем пулӑшнипе тытма шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян сӗрме хӑй те шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Малтанлӑха Васса: манӑн ӗне сумалла, апат памалла, шӑлса тасатмалла, урӑх нимех те тӑвас ҫук-ха, тесе шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫамрӑк чухнех шухӑшланӑччӗ, халь ҫав шухӑш ҫирӗпленсе, тӑрланса ҫитрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Эпӗ те ун чух ҫапла шухӑшланӑччӗ, анчах пурте упранаймарӗҫ вӗсем, тата виҫ-тӑватӑ ҫултан хампа пӗрле кирлӗ мар ҫӗре лекрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Эппин, мӗн шухӑшланӑччӗ ҫывӑрса кайиччен? — йӑл кулса пӑхрӗ хӗр арҫын ача ҫине.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Эпӗ хам та шухӑшланӑччӗ кун пирки, анчах…

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗссипе каласан, Ҫтаппан тарӑхса калаҫнӑ чухне те сассине пит улӑштармасть, ҫавӑнпа эпӗ паҫӑртарах тӗлӗнсе шухӑшланӑччӗ: «Кун пек сасӑпа вӑрҫӑнма та пулать-и вара?» — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Икӗ-виҫӗ черккерен мала ӗҫес ҫук-ха ку пике», — шухӑшланӑччӗ вӑл, анчах лешӗ эрех тенине тиркесех каймасть иккен, ҫӳҫенерех ӗҫет пулин те черккесене ҫӑмӑллӑнах пушатать, йӳҫӗ шӗвек ҫӑвар ӑш-чикне ҫунтарнине пӑртак сивӗ шыв сыпса лӑплантарать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп те урӑхларах шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эсир чӑнласах килнӗ-ҫке, эп вара урӑхларах шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эп вара сан пирки урӑхларах шухӑшланӑччӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнмасть пуль ку тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саккунлӑха хӳтӗлекенскер явап тыттарма кӑна мар, ҫынсене, пушшех инвалидсене пулӑшма та тивӗҫ тесе шухӑшланӑччӗ те - кӑлӑхах иккен.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

— Тин кӑна ун ҫинчен шухӑшланӑччӗ, пӗлнӗ пекех пулса тухрӗ! — хӑвӑрт вӗҫсе иртрӗ унӑн пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Пӗр шутласан, иксӗмӗр эпир, Вера, ҫӗр ҫинчи чи телейлӗ ҫынсем, ку таранччен эп урӑхларах шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗлтӗрхи пӑрӑвах хӗл каҫарма шухӑшланӑччӗ Вера, анчах ӗни вӑкӑр турӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Пӗтрӗмӗр… т-тесех… шухӑшланӑччӗ… эпир.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Авӑ мӗншӗн мӑртлататӑн, тутуна тӑсатӑн эс, эп вара урӑхларах шухӑшланӑччӗ, — канлӗн сывласа ячӗ Ира.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Анчах чим, эпӗ ҫарпуҫӗсем пирки шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех