Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутлать (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чипер Платон Укаҫа качча илме шутлать тенине илтнӗччӗ пӗррехинче Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Кам мӗнле шутлать те, эпӗ вара поп-музыка тата ытти ҫавӑн йышши асар-писер кӗвӗ-ҫемӗ ҫамрӑксен чунӗсене шултралантарать кӑна пуль тетӗп, — терӗ Серебряков.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ малтан ун патне кӗменни, ҫак ушкӑна лекни урӑх ниме те мар, Лашманов енне ҫаврӑнса ӳкнине пӗлтерет тесе шутлать вӑл, ҫапла шутласа куҫӗсемпе тапхӑр-тапхӑр мана та сиввӗн пӑралать.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй мӗн шутлать пуль те Сантӑр кун пирки, анчах мана унран телейсӗртерех ҫын ҫук та пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку кран такси пекех кашни ҫеккунта шутлать, нухратне вара такси пек кӑна та илмест.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрессипе пӗлтерсен, кайса евитлӗ таҫта, тытса парӗ, тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑйӗн ӑраскалсӑр кунҫулӗшӗн пур ҫын та айӑплӑ пек туйӑнать ӑна, хӑйне пурте кураймаҫҫӗ, хӑй пуриншӗн те ытлашши тесе шутлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл мӗн шутлать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тухса кайнӑ пулсан та, пирӗн ҫинчен шутлать иккен-ха директор.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫук иккен, хресчен ҫынни, ҫӗр ҫынни уй-хир тулли тырӑ пирки шухӑшланипе пӗрлех пӗр ывӑҫ тырӑ пирки те, пӗр пӗрчӗ тырӑ пирки те шутлать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавӑн пек шутлать пулсан – ҫавӑн пек кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

«Ывӑл мӗн шутлать, хӑй мӗн тӑвассине, эпӗ ӑна хирӗҫ каймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

2023 ҫулта МВФ Тӗп Азипе Кавказ республикисен экономики 4,2% шайӗнче ӳсӗ тесе шутлать.

В 2023 году МВФ ждет роста экономики республик Центральной Азии и Кавказа на уровне 4,2%.

Китай Совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхра хӑйӗн вӑйне ӳстерет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35027.html

Учительница ҫавӑншӑн кулянатчӗ: «Кашни ҫынах хӑйне шутсӑр ӑслӑ тесе шутлать, ҫав суккӑрлатать ӑна», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗр студент каччӑ чӑнах талантлӑ ҫын тесе шутлать, вӑл кирек мӗнле япала та ҫырма пултарасса ӗненмеллипех ӗненет пулмалла, апла тӑк мӗншӗн унӑн кӑмӑлне тивӗҫтерме тӑрӑшмалла мар?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Саркай хӑйне чӑваш литературин вилӗмсӗр классикӗ тесе шутлать имӗш.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тинех вӑхӑт ҫитрӗ, проект докуменчӗсене экспертиза витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн подрядлӑ организаци тӳрех ӗҫе тытӑнма шутлать.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

«Ялти шкулсен нихӑш енчен те хуларисенчен кая пулмалла мар – хальхи йышши оборудовани тӗлӗшӗнчен те», - тесе шутлать Алла Леонидовна.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Кашниех хӑйне эп лайӑх ҫын тесе шутлать мар-и?

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй мӗн шутлать, ҫавна тӑвать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех