Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каялла ехусем патне таврӑнса вӗсен аллинче пурӑнма пултарасси ҫинчен шутласанах манӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе илетчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ирӗк вырӑнта пурӑнса гуигнгнмсем тума пултарайман ырӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пултараттӑм, ҫав хушӑрах хам йӑхӑн ҫитменлӗхӗсем пирки намӑс та курмастӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тупа тунӑ хыҫҫӑн вӗсем мана салтрӗҫ те кровать ҫумне ураран сӑнчӑрпа кӑкарса лартрӗҫ, алӑк умне авӑрланӑ пӑшалпа хурал тӑратрӗҫ, ӑна вара эпӗ ҫав сӑнчӑртан вӗҫерӗнме шутласанах мана персе вӗлерме хушнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл утать, ҫав вӑхӑтрах, вӑл ӑна тепре курасси ҫинчен шутласанах, ун чӗри тата хытӑрах тапма пикенет, ҫамрӑк чӗркуҫҫисем чӗтресе каяҫҫӗ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах халӑх пӗр-пӗр вырӑнта сӑмахран ӗҫе куҫма шутласанах, «йӗркерен тухма» пуҫласан, полици вара ҫийӗнчех, тапӑнма хатӗрленсе тӑрать.
XXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫак хаҫатсемпе журналсен репортерӗсемшӗн кулӑш мӑшкӑлӗ пулса тӑрасси ҫинчен шутласанах вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе ҫӳҫенсе илнӗ.Одна мысль — служить предметом развлечения для господ репортёров — приводила его в трепет.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫӗр йывӑр япала пулни, вӑл уйӑх ҫине утланса ларсан пирӗн сӑмсасене ҫӑнӑх пекех ватса пӑрахма пултарни ҫинчен шутласанах эпӗ питӗ пӑшӑрханма тытӑнтӑм, чӑлхапа пушмак тӑхӑнса, государственнӑй совет пӳлӗмне чупрӑм, полицие ҫӗр чӑмӑрне уйӑх ҫине ларма ирӗк ан парӑр тесе хушма васкарӑм.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Кондратьев лайӑх астӑвать: ҫак пӗтӗмпех планраччӗ, вара ҫавӑн ҫинчен шутласанах ун умӗнчен ҫула якатакан кустӑрмасем те мӑкӑрланса ларакан хурансем те ҫухалчӗҫ, айккисене тирек лартса тухнӑ шоссе станицӑсемпе хуторсем ҫумӗпе хӑйӗн асфальтне йӑлтӑртаттарса чупса иртрӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Ӗҫлемелли план», «пӗр кунхи маршрут» — кусем ыран Мускав тӑрӑх ҫӳремеллисем пулаҫҫӗ тесе шутласанах, Ирина спектакль ҫинчен манса кайрӗ; савӑнчӗ, вара упӑшки ҫине ачашшӑн та савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн ҫинчен шутласанах, Гаврикӑн тар персе тухрӗ.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Малицӑсем ытларах та ытларах нӳрленеҫҫӗ, ҫав нӳрӗ пӑрланса ларасси ҫинчен шутласанах вара темӗнле ӳт-тире ҫӳҫентерекен сивӗ шӑмма та кайса тивет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1