Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутласа (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑҫтан шутласа кӑлартӑн эсӗ кӑна, Сима?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Юрататӑп эпӗ сана, ҫав кӑна, эсӗ вара ун ҫинчен шутласа пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Ҫук, ҫук, атте пек пулмастӑпах эпӗ», — ҫирӗппӗн шутласа хучӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Митюк ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала пек шутласа ӳсре, мӗн ыйтнине тивӗҫтермесенех, мӗн тӑвас тенине тутармасан чун-чӗрине кӑларсах макӑрчӗ, кутӑнлашрӗ, чӑкӑртӑшланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

1808-мӗш ҫул тӗлнелле Пеллегрино Турри, вӑлах копилемелли хута шутласа кӑларнипе паллӑскер, хӑйӗн пичет машинкине хатӗрленӗ.

Примерно в 1808 году Пеллегрино Турри, также известный как изобретатель копировальной бумаги, создаёт собственную печатную машину.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Хутпа чӗркенӗ панулмине мучи сӗтел ҫине пырса хучӗ, тавӑрса панӑ укҫине темиҫе хутчен шутласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ҫак кӗвӗҫӳ тенине кам эсремечӗ шутласа кӑларнӑ-ши ӑна?

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнчӗҫ те, пулас кунсен илемлӗхӗ ҫинчен шутласа, телейлӗн, ерипен-ерипен шӑвӑнса килекен ире хирӗҫ ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе ӗмӗтленсе утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена амӑшӗ пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр, мӗн каласан лайӑхрах-ши тенӗ пек шутласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Чӳречесене картламалла», — шутласа илчӗ хӗр, хӑй ҫавӑнтах сарайӑн чӳречисене кармалли брезента антарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пурне те йӗркене кӗртсе пӗтерсен, хӗрсем клеткӑри чӗпӗсене, ятарласа тунӑ сеткӑллӑ наҫилккасем ҫине шутласа ярса, ҫеремлӗхе илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена вара, пӗр кунтах ҫавӑн чухлӗ тӗлӗнтермӗш курнӑскер, хӑйӗн тӗлпулӑвӗсем ҫинчен шутласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена та хулара нумайччен тытӑнса тӑраяс ҫук, вӑл, пӗрремӗш автобуспа кайса, юлашкипе каялла килме шутласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗн калаҫса тӑмалли пур, айта, ним шутласа тӑмасӑр ӗҫлеме пуҫла, ҫапла вӗт, хӗрсем? — терӗ хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Зоя, вичкӗн куҫӗсемпе тантӑшӗсене ҫунтарса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эйнштейн, СТО шутласа кӑларнӑ гений, пирӗн Ҫут Тӗнче вӑхӑт иртнӗҫем хусканмасть, яланах пулнӑ, ҫавӑнпа нихҫан пӗтмест тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Ҫапах та вӑл хӑй шутласа кӑларнӑ ӑслайпа мӗн тери анлӑ усӑ курма пуҫланине курайман: Дэвенпорт предприятийӗ тупӑш кураймасӑр хупӑнать, Томас вара Вермонта таврӑнать.

Однако ему не суждено было увидеть широкое внедрение своего изобретения: предприятие Дэвенпорта терпит коммерческую неудачу, и Томас возвращается в Вермонт.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Томас Дэвенпорт Генри шутласа кӑларнӑ япалана туяннӑ, ӑна тӗпчесе вӑл мӗнле ӗҫленине ӑнланса илсе хӑй те компактлӑ магнитсем ӑсталама тытӑннӑ.

Томас Дэвенпорт купил новинку Генри, изучил ее и стал сам изготавливать компактные магниты.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫлас тесен малтан пӗтӗм енчен тӗплӗн шутласа, виҫсе пӑхни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Кун пек меслете Индири кӗленче шӑратакансем пирӗн эрӑчченхи IV ӗмӗртех пӗлнӗ, анчах та Индипе Хӗвеланӑҫ Африка хушши пысӑк пулнине шута илсен, археологсем шучӗпе Ифӑра ку меслете хӑйсем тӗллӗнех шутласа кӑларнӑ.

Такой метод был известен индийским стеклоделам еще в IV веке до н. э., но, учитывая расстояние между Индией и Западной Африкой, археологи полагают, что в Ифе его изобрели независимо.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Эсӗ шутласа пӑх-ха, ҫӑхан ҫӗр ҫул ытла пурӑнать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех