Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӗҫ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑссем те, тутарсем те ҫак вӑхӑтра пӗр япала ҫинчен ҫеҫ шутларӗҫ: умра тӑшман, ҫавна тӗп тумасӑр вӗсемшӗн пурнӑҫ ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темӗншӗн-ҫке, кун пирки хӑйсен хушшинче калаҫман пулин те, вӗсем ӗнерхи старике ҫамрӑксен каварне хутшӑннӑ ҫын тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑрах ӳсӗмри «Звездочка» ушкӑна ҫӳрекенсем воспитательпе пӗрле эксперимент ирттерме шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртрӗ // Э.Хайртдинова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8d%d0%b ... 82%d1%80e/

Фон-Брант, Ступишин, Панин граф Пугачева пӳлме шутларӗҫ, Пӗрин патне тепри хутларӗҫ: Ӑна тытасшӑн ункӑра.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗсем вара мӗнпур илнӗ тата илес тыррине тӗплӗн шутларӗҫ, ӑна укҫа ҫине куҫарса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нухайсемпе ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн никама та тӗл пулмарӗҫ-ха вӗсем Юмансар ҫывӑхӗнче, вӑрмана шаларах кӗчӗҫ те канма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла шутларӗҫ княҫсем.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрӗссипе, вӗсем халь хӑйсен вӑйне, халӑхпа каласа Тукай мӑрсана итлеттерме пултарассине сахал шанчӗҫ, кӑна тума Эхмемет чӗлхе-ҫӑварӗ, Эхмемет хӑюлӑхӗ кирлӗ тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла шутларӗҫ вӗсем, анчах сӑмахпа нимӗн те каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак самантра ҫамрӑксем ирӗксӗрех хӑйсем ҫинчен шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пухура, тен, Федорова тӗл пулӑпӑр тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсем те, ҫыран хӗрринче тӗл пулнӑ хула ҫыннисем те Ахтупайпа Иливан ҫине сивӗ куҫпа ҫеҫ пӑхкаларӗҫ — ку ҫамрӑксем тем тесен те тыткӑна ҫакланнӑ тутар ачисем тесе шутларӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылай калаҫкаласа ларнӑ хыҫҫӑн Марьене чӑнах та Хусана, клиникӑна илсе кайма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кольӑпа Павлуш пӑхӑр укҫа купине — пиллӗкшер, виҫшер пуслӑххисене уйрӑммӑн хурса шутларӗҫ те ашшӗне пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа чунӗсене мӗнле йывӑр пулсан та кӑҫал ӗнине сутма шутларӗҫ, ҫавӑнпа хӗле утӑ та хатӗрлемерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Сулӑҫсем пӗренесене шутларӗҫ, укҫа тӳлерӗҫ те Мардпа вырӑнти лавккана уттарчӗҫ; вӑрӑ кунта ҫӗтӗлсе пӗтни вырӑнне йӗркеллӗ тумтир туянчӗ, сутуҫӑсемпе эрех ӗҫрӗ.

Плотовщики сосчитали бревна, уплатили деньги и пошли с Мардом в местную лавку, где вор купил приличное платье взамен изношенного и выпил с торговцами.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Шухӑшӗ ку хресченсене килӗшрӗ-ха, мӗншӗн тесен ӑна пурте чи тӗрӗсси тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шаккӗ-шаккӗ те ҫын, ӑна кунта никам та кӗтменнине ӑнланса, малалла уттарӗ тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюк вӑл Калюковах пулма кирлӗ тесе шутларӗҫ, ҫавӑнпа унӑн ӗҫне пурте тӗплӗн пӑхса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сыснан кунта нимӗнле ӗҫ те ҫук-ха тесе шутларӗҫ пуль-ха вӗсем.

Они, видно, считали, что свинье здесь делать нечего.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех