Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланӗ (тĕпĕ: шутлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗншӗн ку ӗҫ эрни шутланӗ.

Для вас это неделя обязанностей.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑван ҫӗре хӳтӗлесси пирӗн пӗтӗм халӑхшӑн чыслӑ тивӗҫ шутланнӑ, шутланать, шутланӗ те.

Защита отчизны была, есть и будет делом чести для всего нашего народа.

Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/02/23/news-3785796

Ун чухне чӑнлӑхпа ирӗклӗхре илемшӗн пурӑнӗҫ, кам хӑйӗн чӗрипе тӗнчене анлӑраххӑн ыталаса илӗ, кам ӑна тарӑнрах юратӗ — ҫав чи лайӑххи вырӑнӗнче шутланӗ, чи лайӑххисем вӗсем — чи ирӗклисем пулӗҫ, — вӗсенче илемлӗх ытларах!

Тогда будут жить в правде и свободе для красоты, и лучшими будут считаться те, которые шире обнимут сердцем мир, которые глубже полюбят его, лучшими будут свободнейшие — в них наибольше красоты!

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Малашне вӑл комитет пулмӗ, министерство шутланӗ.

В будущем он перестанет быть комитетом, будет считаться министерством.

Чӑваш Енре ҫӗнӗ министерство туса хунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/22016.html

23. Пурне те Тытса Тӑракан еннелле ҫаврӑнсассӑн, пурӑнӑҫу каллех малалла кайӗ, усаллӑха чатӑру патӗнчен аяккалла сирсе ярӑн; 24. ылтӑн-кӗмӗлне тусан вырӑнне ҫеҫ хурӑн, Офир ылтӑнӗ саншӑн ҫырма чулӗ шутланӗ.

23. Если ты обратишься к Вседержителю, то вновь устроишься, удалишь беззаконие от шатра твоего 24. и будешь вменять в прах блестящий металл, и в камни потоков - золото Офирское.

Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Кала вӗсене: парнесенчен чи лайӑххине парсассӑн, ҫакӑ левитсем йӗтем ҫинчен панӑ парне пек, юхтаркӑчран панӑ парне пек шутланӗ; 31. ҫакна эсир — эсир те, [сирӗн ывӑлӑрсем те,] сирӗн килӗр-йышӑр та — кирек ӑҫта та ҫиме пултаратӑр, мӗншӗн тесессӗн ку сире пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑнӑшӑн тӳлени шутланать; 32. парнесенчен чи лайӑххине Турра парсассӑн, сире ҫылӑх тивмӗ; Израиль ывӑлӗсем халалланӑ парнене ан ирсӗрлетӗр, вара вилместӗр, тенӗ.

30. И скажи им: когда вы принесете из сего лучшее, то это вменено будет левитам, как получаемое с гумна и получаемое от точила; 31. вы можете есть это на всяком месте, вы и [сыны ваши и] семейства ваши, ибо это вам плата за работы ваши в скинии собрания; 32. и не понесете за это греха, когда принесете лучшее из сего; и посвящаемого сынами Израилевыми не оскверните, и не умрете.

18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. левитсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ сире Израиль ывӑлӗсен ҫӗклентерсе кӳрекен парнийӗнчен вуннӑмӗш пайне еткерлӗхе паратӑп, ӑна илсессӗн, вӗсем Ҫӳлхуҫана ҫавӑнтан парне кӳччӗр, вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне паччӑр, 27. ку эсир йӗтем ҫинчен тырӑ кӳнӗ пек, юхтаркӑчран парне кӳнӗ пек шутланӗ; 28. ҫапла вара эсир те Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр: Израиль ывӑлӗсенчен илсе тӑракан парнерен, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайӗнчен, кӳрсе тӑрӑр, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене Аарон священника парӑр; 29. сире паракан пӗтӗм таса парнерен чи лайӑххине Ҫӳлхуҫана Унӑн умӗнче ҫӗклентерсе парнелӗр.

25. И сказал Господь Моисею, говоря: 26. объяви левитам и скажи им: когда вы будете брать от сынов Израилевых десятину, которую Я дал вам от них в удел, то возносите из нее возношение Господу, десятину из десятины, - 27. и вменено будет вам это возношение ваше, как хлеб с гумна и как взятое от точила; 28. так и вы будете возносить возношение Господу из всех десятин ваших, которые будете брать от сынов Израилевых, и будете давать из них возношение Господне Аарону священнику; 29. из всего, даруемого вам, возносите возношение Господу, из всего лучшего освящаемого.

18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех