Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланӑччӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитменнине, «шӑршлине» ӗҫтерме шутланӑччӗ, юрать, сӗнме ӗлкӗреймерӗм, — хӑйне хӑй вӑрҫса илчӗ ватӑ кӑмакаҫӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Классикӑллӑ музыкӑна рабочисем ӑнланаймӗҫ тесе шутланӑччӗ Литвинов, ҫапах уяв каҫӗ тӗлӗнмелле аван иртрӗ — концерт хыҫҫӑн сцена ҫине хӑпарса ырӑ сӑмах калакансем те пулчӗҫ, малашне те килсе ҫӳреме чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Унта эпир Трихвӑнпа кайма шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫӗркаҫ аппӑшӗ патне Кутемсре кайса килме шутланӑччӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӗнерпуҫӗнче пӑлхавҫӑсем алхаснӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне Мясников Кутемерте халӑх пуҫтарма шутланӑччӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен унӑн юнашарти яла тухса каймалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Виҫҫӗр ыйтма шутланӑччӗ, — текелерӗ Эльгеев уҫӑмсӑррӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл кӑмӑл ҫавӑрӑннӑ май мӑрса арӑмне хӑйӗн тепӗр инкекӗ ҫинчен — лашине илсе тухса кайни ҫинчен те каласа пама шутланӑччӗ, анчах шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп хам та малтан хӑратмалла кӑна илчӗ пуль тесе шутланӑччӗ, киле каяс умӗн парать-ха ку тесе тӑраттӑм, — майӗпен, анчах тарӑхса калаҫрӗ Пикментей.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял ҫыннисем ура ҫинче тӑрайми пулнӑ ҫынна мӑрса кӑшт та пулин хӗрхенӗ тесе шутланӑччӗ, ҫук иккен, Тукай чӗри хӗрхенӳ мӗн иккенне пачах пӗлмест иккен.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай малтан хӑй те мӑрсасем унпа вӑл ҫӗрӗпе ӳсӗр выртнӑран шӳт тӑваҫҫӗ пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах хуралҫӑ мӗнле хыпӑнса ӳкнине курчӗ те, унӑн нимле иккӗленӳ те юлмарӗ: лашасене чӑнах вӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑй кунта тӑнине никам та асӑрхамасть пуль тесе шутланӑччӗ, анчах Ятламас амӑшӗ тахӑш вӑхӑтра курма ӗлкӗрнӗ те ӑна ун ҫинчен ывӑлне систернӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамыш тутарсем пуррипе ҫапла паттӑрланать пулӗ тесе шутланӑччӗ Тукай мӑрса.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эх, Иштерек, Иштерек! — терӗ мӑрса ун сӑмахне тӗплӗ итленӗ хыҫҫӑн, — эп сана ӑслӑ ҫын тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑн ҫинчен Карамыш йӑлтах ашшӗне каласа парать пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах лешӗ шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял патне ҫитеспе каччӑ Атӑл хӗррине анса ҫӑвӑнса тасалма шутланӑччӗ, анчах кӑна тума ӗлкӗреймерӗ, кӑшт ҫеҫ шатраланса юхакан шыв ҫине пӑхрӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Федоров учительсемпе ҫеҫ тӗл пулма шутланӑччӗ, анчах алӑк патӗнче тӑракансем, — тумтирӗсенченех паллӑ, — ӗлӗкхи «ятлӑ ҫынсем».

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье аппаран салам калама ҫеҫ кӗме шутланӑччӗ, — аран сӑмах хушкаларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шалу ҫинче ҫех-ҫке хам та: ҫак кунсенче тӑррине, проценчӗ пухӑннине пырса пама шутланӑччӗ — шӑл пин ҫурӑ юлӗччӗ вара.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эп ӑна чикме астуман пуль тесе шутланӑччӗ

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуҫлӑха хӑй ларасшӑн-тӑр ку тесе шутланӑччӗ Эверкки Садуров пирки.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех