Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланӑ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ҫитсенех, Ҫӗпӗр ҫыннисем вӗрентнипе, тайгари ҫырмасем тӑрӑх ҫӳресе, ылтӑн шырама шутланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ кустӑрми Лавруш шутланӑ пек кусса пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ тахҫанах хӗрлисем енне куҫма шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫ вырӑнне тахҫанах улӑштарас тесе шутланӑ тӑк халӗ шӑпах ҫакна тума вӑхӑт.

Если вы давно хотели поменять свою сферу деятельности, то сейчас самое время.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Михаил Петрович, эсӗ мана тарҫӑ вырӑнне хурса, хӑвна пӗртен-пӗр хуҫа шутланӑ пекех калаҫатӑн?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк чухне вӑл юмӑҫ пӑхасса пурнӑҫра питех кирлӗ ӗҫ пек шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял халӑхӗ малтанах ку укҫана вӑл хӑй патне кӗрсе выртнӑ ыйткалакана ҫаратса юлнӑ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑй ҫитмест те, ҫапӑҫма шутланӑ!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хура маска шутланӑ пек килсе тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑҫал сезонне уйӑха яхӑнах малтан уҫнӑ пулин те, хура маскӑна сезон пуҫламӑшӗнчех кӑларма шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫумӑрӗ, ӑна пӗтерме шутланӑ пек, пушшех алхасрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр ҫамрӑк, авӑ, пӗрремӗш чӗрӗкшӗн паракан экзаменра шпаргалкӑпа усӑ курма шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Анчах капла килсе тухасса кам шутланӑ?

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫапах та эпӗ эс шутланӑ пек мар, чылай лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Вӑл шутланӑ тӑрӑх, Мукин ӑна та хӑй пекех хытӑ юратать-килӗштерет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӑй шутланӑ тӑрӑх, ӑна кунта йӑнӑшпа ӑнсӑртран янӑ, кӑштахранах урӑх ҫӗре куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр историксем шутланӑ тӑрӑх, тӗп хулана кӑнтӑралла куҫарни тимӗр тӑприне кӑларас ӗҫпе ҫыхӑннӑ — Мероэ тавра, Напатӑпа танлаштарсан, вӑрмансем йышлӑ пулнӑ, вӗсем домен кӑмакисене хӗртме кирлӗ пулса тӑма пултарнӑ.

Другие историки считают, что перенос царства на юг был связан с добычей железа — вокруг Мероэ, в отличие от Напаты, располагались обширные леса, которые могли служить источником топлива для доменных печей.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Эпӗ ун чухлӗ укҫа тытса курман тесе шутланӑ пуль ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Халь кунран сухапуҫ тимӗрӗ пулаймасть ӗнтӗ, пуртӑ тӑвас, — шутланӑ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

1980 ҫулхи АПШ ҫыравӗ Португалирен тухнӑ американсене миллион ытла шутланӑ, вӗсен шутӗнче мадейрӑсен пайӗ самай пысӑк.

В 1980 году перепись США зарегистрировала более миллиона американцев с португальским происхождением, с большой долей мадейрийцев.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех