Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланине (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чхеидзене хам ун пирки мӗн шутланине йӑлтах куҫран каларӑм, — ыйхӑ витӗр илтрӗ вӑл Серго сӑмахне.

Он еще слышал, как Серго сказал: — Я Чхеидзе сказал все, что про него думаю.

13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эсир меньшевиксемпе эсерсем хӑйсене социалистсем тенине, социалистсем тесе шутланине ҫаплах ниепле манаймастӑр?

Вы все еще никак не можете забыть, что меньшевики и эсеры считают и именуют себя социалистами?

4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Джонатан Свифт ӑшра хӑй мӗн шутланине пит пытарса усранӑ.

Джонатан Свифт отличался необыкновенной скрытностью.

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Анчах вӗсем эпӗ «еху» тата «гуигнгнмсем» тесе камсене шутланине ниепле те ӑнланма пултараймарӗҫ.

Но они не могли понять, что я разумел под словами «еху» и «гуигнгнмы».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Унӑн пит-куҫӗ тӑрӑх эпӗ ҫийӗнчех вӑл кӑштах вӑтанса именнине, хамӑр хушӑмӑрти калаҫӑва мӗнрен пуҫласа ярасси ҫинчен шутланине туйса илтӗм.

По его лицу я сразу заметил, что он несколько смущен и раздумывает, с чего начать разговор.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрӗссипе каласан, ҫак чуна эпӗ мӗн пирки хамӑн малашнехи инкексен пуҫламӑшӗ вырӑнне шутланине вулакан малашне хӑех чухласа илӗ тесе шутлатӑп.

Во всяком случае, читатель скоро поймет, почему я считаю этот день началом всех последующих несчастий моей жизни.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— «Хам мӗн шутланине пурпӗрех тӑватӑп», — шухӑшласа илчӗ Эмиль.

«Всё равно я добьюсь своего», — подумал Эмиль.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мана вӑл эпӗ ӗмӗрне вилмен ҫынсене питех те телейлӗ тесе шутланине унӑн тусӗсемпе манӑн туссем питӗ ырлаҫҫӗ, анчах мана струльдбруг пулса ҫуралма телей пулнӑ пулсан, вӗсем эпӗ хамӑн пурнӑҫӑма епле йӗркелесе пыма шутлани ҫинчен пӗлесшӗн интересленеҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ.

Он сказал, что мои и его друзья восхищены моими тонкими замечаниями по поводу великого счастья и преимуществ бессмертия; однако им очень хочется знать, как бы поступил я сам, если бы волей судьбы я родился струльдбругом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Старик, вӑхӑтран вӑхӑт ман ҫине кӑтартса, ман хуҫана темскер пӑшӑлтатса кала пуҫласанах, эпӗ вӗсем темӗн усал ӗҫ тума шутланине сисрӗм.

Когда старик начал что-то шептать хозяину, указывая по временам на меня, я сразу догадался, что затевается что-то недоброе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Рельдресель, хӑй яланах сирӗн тус пулнине кӑтартма тӑрӑшаканскер, ӑна итлерӗ те эсир ун ҫинчен ырӑ ҫын тесе шутланине ӗҫре кӑтартрӗ.

Рельдресель повиновался и вполне оправдал ваше доброе мнение о нем.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӑнтан кайнӑ блефускусем эпӗ мӗн тума шутланине нумайччен чухласа илеймесӗр тӑчӗҫ.

Растерявшиеся блефускуанцы долгое время не догадывались о моих намерениях.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Халӑх Мускава хӳтӗлеме шутланине Кутузов пӗлсе тӑнӑ.

Кутузов знал, что народ решил защищать Москву.

IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Хам шутланине пурпӗрех тӑватӑп!

Я своего добьюсь!

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах эпӗ, тӗрӗссипех калатӑп, ҫакӑнтан тӗлӗнетӗп: ӑҫтан шутласа кӑлартӑн-ха эсӗ эпӗ сана пӗтерме шутланине е курайманнине?

Только я, признаюсь, одному удивляюсь: с чего вы взяли, что я вас погубить желаю или преследую?

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Эсӗ мӗнле шутланине пӗлесчӗ манӑн.

Позвольте полюбопытствовать.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Сӑмахне вӑл вӗсен кӑмӑлне ҫӗклеме, вӗсене уҫӑлтарма каламан, — вӑл вӗсем чунпа унсӑрӑнах тӗреклине пӗлнӗ — унӑн хӑй мӗн шутланине ҫеҫ каласси килнӗ.

Не для того, чтобы ободрить и освежить их, — знал, что и без того крепки они духом, — а просто самому хотелось высказать все, что было на сердце.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Унӑн пичӗ ҫине пӑхса, эпӗ вӑл темӗн тума шутланине асӑрхарӑм.

По лицу его я заметил, что он что-то обдумывает.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл мана вӗлернӗ хыҫҫӑн мӗн тума шутланине — Ҫурҫӗр енчи бухтӑран пӗтӗм утрав урлӑ пиратсен лагерӗ патне ҫитиччен сӗтӗрӗнсе кайма хӑйӗн юлташӗсене чӗнсе тупӑ пеме шухӑш тытнине — эпӗ паллах ӗнтӗ, нимӗн те пӗлмен.

Что он собирался делать после моей смерти — тащиться ли через весь остров от Северной стоянки к лагерю пиратов на болоте или палить из пушки, призывая товарищей на помощь, — этого, конечно, я не знал.

XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Юлия Александровна, ӑна куҫран пӑхса, вӑл кунсене шутланине ӑнланать.

И по глазам Юлия Александровна видит: он отсчитывает дни, возвращаясь назад.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Питӗ ӗшеннӗ вӑл, анчах ҫынсем ун пирки: «ют ҫын ордерне хапсӑннӑ» тесе шутланине вӑл пӗр самант та чӑтма пултарайман пулӗччӗ.

Она устала, но ей просто-напросто невыносимо, чтоб кто-нибудь хоть лишнюю минуту думал, будто она польстилась на этот ордер.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех