Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламарӗ (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун хыҫҫӑн Булат Ширин ханпа тек тавлашма шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс хӗсмелле, пӑчӑртамалла тетӗн, — сӑмахран пӑрӑнма шутламарӗ Булат Ширин, — пӑчӑртасан-пӑчӑртасан пырши-пакарти сиксе тухмӗ-ши вӗсен?

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах ют ҫын вӗсене куншӑн вӑрҫма шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Твикка ун пек мар, вӑл, Палюк мучие те мана та тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗскер, эпир кунтах иккенне курчӗ те ниҫта кайма та шутламарӗ; тутлӑ апат парасса кӗтсе пирӗн хыҫҫӑн лӑпӑстаттарса кӑна ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Вӑл хӑрама шутламарӗ те пулас.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Анчах ҫурма ҫулта чарӑнма та шутламарӗ вӑл.

Но и останавливаться на полпути была не намерена.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван кутамккине вӗҫертсе илчӗ, ҫул айккинелле пӑрӑнса ларма хӑтланчӗ, анчах кутамккине те салтмасӑрах каялла ҫакрӗ, ларма та шутламарӗ.

Ухтиван спустил котомку и хотел было присесть у дороги, но передумал: не развязывая котомки, снова вскинул ее за плечи.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл малтан ку ача вӑййи мӗнпе пӗтесси пирки шутламарӗ те, кӗсйине ҫупкӑм хыҫҫӑн ҫупкӑм ҫӗмӗрт хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Телее, Галимджана Арифулла маларах парӑнтарчӗ те, вӑл вара тек намӑс курма та шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман тек тавлашма шутламарӗ, анчах хӑй унпа килӗшменнине те пытармарӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешӗ хисеплесе чӗннӗшӗн тав турӗ, анчах кайма шутламарӗ: мӗн лайӑххи пултӑр ҫав кайра пыракан колхозӑн ферминче?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун ҫинчен вӑл шутламарӗ, приказа вуласа пӗтерсен те чӗрине савӑнӑҫ тулса ларнӑран сывлӑш ҫавӑрайман пек ыттисемпе пӗрле ним чӗнмесӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак вӑхӑтра вӑл Ятман патне кӗме аван мар тесе те шутламарӗ вӑрӑм чӗлхесем ӑна каччӑ патне хӑй ҫӳрет тесе сӑмах кӑларасси те хӑратмарӗ, вӑл ӗҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ, кок-сагыз — акӑ мӗн хаклӑ пулчӗ уншӑн халӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫук, Сафа-Гирей никама та кӳрентерме шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр аслашшӗ ҫеҫ пытанма шутламарӗ ял пуҫлӑхӗнчен, ман вилӗмрен хӑрас вӑхӑтсем иртсе кайнӑ, мана Урасмет пур пӗр нимӗн те тӑваймасть тесе пӳртрех ларса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл тек тавлашса тӑма та шутламарӗ, ҫӗлӗкне пусса тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кӗрер ара, — хирӗҫлеме шутламарӗ Бурнаш.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарса хӑтӑласси пирки кунта никам та шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тек вӑл никам патне те хӑнана кайма шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юн юхнӑ йӗрпе тутар нукерӗсем ӗрӗхсе ҫитӗҫ, анчах та шурӑ ҫар ҫынни темшӗн пытанма шутламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех