Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламаннине (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илихван, кӳреннӗскер, шыҫӑннӑ питне пӗркелентерчӗ те чылайччен шӑпӑрт пулчӗ хӑй ҫинчен манса каясса шанса, анчах та ӑна шеллеме никам та шутламаннине кура юлхавлӑн хӗрарӑмсен хушшинчен тухрӗ, мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Завьяловӑн Симонюка мӗнле те пулин ҫивӗч, хаяр, кӳрентермелли сӑмахсем калас, Симонюк тӗрӗс шутламаннине, вӑл усаллӑн, ирсӗррӗн, йӗрӗнмелле йӑнӑшнине кӑтартса парас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ку вӑл выльӑх-чӗрлӗхе ним вырӑнне те шутламаннине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вырӑссем тӗл пулсан хӑйсем вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма шутламаннине мӗнле ӗнентермелле?

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эппин, ман Хусана тухса кайма хатӗрленмелле-и, Алексей Федорович? — тек кӗлешсе тӑма шутламаннине систерсе ыйтрӗ Шигалей.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнле май килнӗ, ҫавӑн пек ларса тухӑр, — терӗ Иван Васильевич походра вӑл килти пек питех ҫирӗп йӗрке тума шутламаннине систернӗ евӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасмет никам та тарма шутламаннине курса васкамасӑр ушкӑна пырса кӗчӗ те кукӑр патак ҫине тӗрӗнсе тӑракан ват ҫын умӗнче чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Упине тытмасӑр тирне ан сӳ, — тек калаҫма та шутламаннине систерсе картишне кӗрсе кайрӗ Иштерек.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем хӗр ачана халь ӳкет, халь ӳкет тесе сехӗрленсе пӑхса тӑчӗҫ, лешӗ ӳкме шутламаннине курса тӗлӗнсе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ пӗр самантрах ура ҫине йӑрст тӑтӑм та, ҫак ҫынсене хам пӗртте тарма шутламаннине кӑтартас тесе, калла-малла уткаласа ҫӳреме тытӑнтӑм.

Я тотчас поднялся на ноги и стал расхаживать взад и вперед, желая показать этим людям, что у меня нет ни малейшего намерения бежать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Атакӑран сывӑ юлсан, Кутузов каялла чакма шутламаннине пӗлсе, каялла чакма кирли ҫинчен ӗнентерес шутпа, вӑл Кутузовӑн команднӑй пунктне хӑй пынӑ.

Уцелев в атаке и узнав, что Кутузов еще не решил отходить, Барклай сам прискакал на командный пункт Кутузова убедить его в необходимости отхода.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӑл айӑплӑскер, колбасана тутанса пӑхма шутламаннине ӗненме йывӑр — вӑл ӑна питӗ юратать-ҫке.

Трудно думать, чтобы он, виноватый, не соблазнился даже и колбасой, ведь он так любит ее.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Тӑшман пирӗн хыҫранах йӗрлесе килнине те, эпир ӑна хирӗҫ кунта ҫапӑҫма шутламаннине те Замула лайӑх пӗлсе тӑрать.

Замула знал, что противник идёт следом за нами и что мы намерены принять здесь бой.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Авӑ мӗн-мӗн каласа пӗтертӗм — хам нихҫан шутламаннине те каларӑм!

Вот чего наговорил — чего и не думал никогда!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Санӑн ҫывӑрас килмест, эс ҫывӑранҫи кӑна тӑватӑн! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, йӑлтӑртатакан куҫӗсем тӑрӑх вӑл ҫывӑрасси ҫинчен пачах шутламаннине асӑрхаса, вара утияла сирсе пӑрахрӑм.

— Ты не хочешь спать, ты притворялся! — закричал я, заметив по его блестящим глазам, что он нисколько не думал о сне, и откинул одеяло.

XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ку вӑл питӗ лайӑх! — малалла тӑсрӗ сӑмахне кукамай, анчах сасси вара вӑл ҫакна пачах та лайӑх тесе шутламаннине уҫӑмлӑн ӗнентерчӗ, — арҫын ачасене мӗне те пулин вӗрентме тата чаплисен обществине хӑнӑхтарма тахҫанах кунта ямалла пулнӑ; мӗнех вӗренме пултарнӑ-ха вӗсем ялта?..

Все это прекрасно! — продолжала бабушка таким тоном, который ясно доказывал, что она вовсе не находила, чтобы это было прекрасно, — мальчиков давно пора было прислать сюда, чтобы они могли чему-нибудь учиться и привыкать к свету; а то какое же им могли дать воспитание в деревне?..

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑйне никам та наказани пама шутламаннине курса Леня хӑюлланчӗ.

Убедившись, что никто не собирается его наказывать, Леня осмелел.

16 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл манран пӗр пилӗк-ултӑ утӑм аяккарах сиксе пычӗ, хӑйӗн сӑнӗ вара темшӗн вӑрттӑнла тата никама пӑхӑнма шутламаннине палӑртатчӗ.

Он двигался вприскочку, сохраняя дистанцию шагов в, пять-шесть, при этом выражение лица у него было загадочное и неприступное.

2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Америка тӑрӑх вунӑ пин километр ҫул ҫӳренӗ хыҫҫӑн Джек Лондон капитализмла обществӑра ҫынна ҫын вырӑнне шутламаннине уҫҫӑн кӑтартса паракан «Манӑн тӗксӗмлӗхри пурӑнӑҫ», «Тӗксӗмлӗхри ҫынсем» ятлӑ кӗнекесем ҫырнӑ.

Проехав по Америке десятки тысяч километров, Джек Лондон написал книги «Моя жизнь во тьме», «Люди бездны», которые наглядно доказывают, что в капиталистическом обществе человека ни во что не ставят.

Джек Лондон // А. Роскин. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 3–5 с.

Василь айӑплӑн кулса илчӗ, анчах пӳлӗмре ларакансенчен нихӑшӗ те, ни эпӗ, ни Софья Олимпиевна тата пӳрте кӗрсе пирусӗсене кӑмакаран кӑварпа тивертнӗ икӗ партизан та хӑйне паҫӑрхи куҫҫулӗшӗн ӳпкелеме шутламаннине асӑрхаса, тӑна кӗрсе ҫитрӗ, хӑйне эрех пама ыйтрӗ.

Василь виновато улыбнулся, но, заметив, что ни я, ни Софья Олимпиевна, ни еще двое партизан, пришедших в кухню и прикуривавших от печки, не хотят попрекать его недавними слезами, пришел в себя, попросил вина.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех