Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламалли (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ним шутламалли те ҫук, ахалех паллӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Регистраци тунӑ ҫынсене ҫеҫ арлӑ-арӑмлӑ тесе шутламалли ҫинчен калакан саккун пин те тӑхӑр ҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗш ҫулта тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн шутламалли, пӑхса тухмалли татах пурччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Алӑпах ӗлкӗрӗп тесе шутламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

— Самолет ыйтмастӑп: ман тӳпе пирки шутламалли иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Халь улталаса та пулин хур тукмакне ҫаклатмасан ӳлӗмрен май килессе шутламалли те ҫук!»

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах мӗн тӑвас-ха манӑн, хур тукмакӗ тутанса пӑхасси пирки шутламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, малтанах мӗн шутламалли пур.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Халӗ ҫемьере йыш хушасси пирки шутламалли лайӑх вӑхӑт.

Сейчас удачное время задуматься о пополнении в семье.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ним шутламалли ҫук, — ҫийӗнчех пӳлчӗ ӑна Кучак.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку тӗлӗшпе татах та шутламалли пурччӗ ун, чарчӗҫ ӑна.

Он вспомнил еше какие-то детали, но его прервали.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑвӑрӑн тыткаларӑш, ҫитӗнӳсем пирки шутламалли лайӑх вӑхӑт.

Наступает благоприятное время для переосмысления своего поведения и достижений.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чиркӳ таврашӗнчи ҫын кил-йышӗнче мар, пӗр-пӗр хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ пулсан Александр Петровичӑн пупа тухасси пирки шутламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ.

Не будь Александр Петрович поповичем — не мечтать бы ему о духовном сане.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Мӗн шутламалли, виҫҫӗн кӑна вӗсем пирӗн, — терӗ Кӗтерне.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Алексей вӑрҫӑра, ӑна халь мӗн шутламалли пултӑр?

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемсӗр паянхи кун выльӑх-чӗрлӗхрен пысӑк продукци илесси пирки шутламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

— Эй, ҫавна мӗн шутламалли пур?

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах элчӗсен мӗн шутламалли пур?

Куҫарса пулӑш

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл кун та, унччен те ҫумӑрӗ самаях ҫунӑран туфлипе утасси пирки шутламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Хывса улӑштарасси ҫинчен шутламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех