Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутлама (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӗрачана: «Ну, мӗн эсӗ, хӗрӗм, пуҫна уснӑ-ха, килӗшмест, килӗшмест сана кун пек салхуллӑн ҫӳрени. Эсӗ текех пӗчӗк мар ӗнтӗ, ӑна-кӑна хӑвӑнах шутлама пӗлес пулать», — тенӗн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вунсаккӑра кайрӑн пулсан та, хӑвна тӗллӗн нимӗн те шутлама пӗлместӗн иккен эсӗ, хура куҫ…

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халь эсир ман сӑмаха хисепе хумасӑр мӗн те пулин ҫырма килӗшмесен, сире эпӗ ҫырма ӳркенекен писатель тесе шутлама пуҫлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ӑна та комсомолец тесе шутлама юрать.

И его можно считать комсомольцем.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫурӑлса вӗтнӗ кӗпине курсан, ӑна хура ӗҫпе пурӑнакан ҫын тесе те шутлама пулать.

По изодранной косоворотке се можно было принять за работницу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсене ирхи апат валли паракан ҫӑкӑр татӑкӗ, дирекци ӑна «хушса панӑ ҫӑкӑр» тесе ят панӑскер, тӗплӗн хатӗрленӗ мӗнпур плансене тӳнтерле ҫавӑрса, ҫавӑн чухлӗ шӑв-шав тӑвасса кам шутлама пултарнӑ-ха ӗнтӗ!

И кто бы мог предвидеть, что этот ломтик хлеба к утренней похлебке, окрещенный чорт знает кем «добавкой», опрокинет самые продуманные планы и наделает столько шума!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Сан шутупа, эпир этемле вулама, шутлама, хут ҫине чи ансат чертежсем ӳкерме пӗлменни нимӗн те мар.

— По-твоему, это не важно, что мы не умеем ни читать, ни считать по-людски, ни нацарапать на бумаге простой чертеж.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӗршыв типсе ҫитмесӗр ун пирки шутлама та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫулла вӑл хӑйне ҫӗрме пуянсемпе тан е вӗсенчен те лайӑхрах пурӑнатӑп тесе шутлама чӑн та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнпа вӗсем: «Паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире», — тесе юрлани таса чунтан каланӑ кӗлӗ пек мар, ӳпкев пек, ылхан пек туйӑнать, кӑштах шутлама, ӑнланма пултаракан ҫынна иментерет.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫӗн сукмак йӗрлеме кӑмӑлу пухӑнсан Ҫичӗ хут шутлама эс пӗлсем!

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Ун чухне эпӗ ӑна юлашки хут куратӑп тесе шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Часах шутлама тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗрремӗш хут вӑл пирӗн патшалӑх валли хатӗрленӗ утта виҫсе шутлама килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халь ҫак килӗшӳллӗ, мирлӗ пурнӑҫра хӑйӗн пуҫне пӗтерессе вӑл шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кунашкал шутлама сӑлтавӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хӗрарӑм чӗри ытла та савӑнӑҫлӑ, ытла та лӑпкӑ тесе шутлама пултарӗҫ айккинчен пӑхакансем.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Часах миллионпа шутлама тытӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, авалхи йӑлапа, куккук миҫе хут авӑтнине шутлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫапах та Озеровсем ухмах тесе шутлама юрамасть, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Долотов.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех