Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутах (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хама та ҫав шутах кӗртетӗп.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

— Манӑн ку енӗпе кӑштах практика пекки пур ӗнтӗ: вунҫиччӗмӗш ҫултах ӗҫлесе пӑхнӑччӗ, шкулта вӑрттӑн ӗҫлени те ҫав шутах кӗрет.

— Кое-какая практика у меня сохранилась еще с семнадцатого года, а кое-какая — от школьного подполья.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Темешӗн тем шут, Ҫамашан ҫав шутах, тет».

— У Сямаша все свое в голове, так, что ли?

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫак шутах Федоров юлташ отрячӗ кӗрет.

В числе их отряды товарища Фёдорова.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Апла пулсан, сан хӑв аннӳ те, миллоншар ытти хӗрарӑмсем те ҫак шутах кӗреҫҫӗ, эппин?

Так, значит, и твоя мать и миллионы других?

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Атаманов Иван, эсӗ лашасем пирки ӑҫта кала-ха, эпир пилӗк ҫул хушшинче лашасен шутне виҫӗ хут ӳстерме пултарӑпӑр-и, ӗҫлекен лашасене те ҫав шутах хурсан?..

Атаманов Иван, ты специалист по лошадям, скажи, можем ли мы за пять лет увеличить конское поголовье в три раза, — я имею в виду и рабочее тягло?..

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Телее, Константин Леопольдович Шведе те ҫав шутах кӗнӗ.

К счастью, к ней присоединился Константин Леопольдович Шведе.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех