Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуйттанӗсем (тĕпĕ: шуйттан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темшӗн-ҫке мана ҫак пӳртре тата мачча ҫинче шыв шуйттанӗсем, ҫӗлен-калтасем пытанса пурӑннӑн туйӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Давай паян ҫав нимӗҫ шуйттанӗсем ҫинчен пӗр сӑмахпа та асӑнмастпӑр.

— Давайте сегодня ни одним словом не вспоминать про этих фашистских дьяволов.

Юр тарӑнччӗ… // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

«Кирпӗч шуйттанӗсем, вӗрентетӗп эпӗ сире революци ирттерме», — ҫапларах пуплекелесе Гусев сарнӑ тӳремри чул плитасене хӑйпӑта-хӑйпӑта кӑларма, кӗпесене хӑйӑр тултарма, йывӑҫсене касса пӑрахма, алӑксене сӳсе илме вӗрентет.

«Научу я вас революции устраивать, черти кирпичные», — говорил Гусев, показывая, как нужно выворачивать плиты из мостовой, валить деревья, срывать двери, набивать рубашки песком.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӗ тем шуйттанӗсем шутласа кӑлараҫҫӗ!

А то черт знает что!

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шуйттанӗсем килте лараҫҫӗ, эпӗ анчах ҫапкаланса ҫӳретӗп, — ҫивӗччӗн ответлерӗ Евсей, вара унӑн куҫӗсем юнпа хӗрелчӗҫ, хальчченхи пек йӑлтӑртатмарӗҫ.

— Черти-то сидят дома, а я мотаюсь, — желчно ответил Евсей, и глаза его налились кровью и уже не блестели, как бывало прежде.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Аслӑ ҫулсем ҫинче халь тӗрек шуйттанӗсем темӗн чухлех хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем иртен-ҫӳрене ҫаратаҫҫӗ, мӗнле кӑна иртӗхмеҫҫӗ пуль унта.

— По всем дорогам снуют проклятые турки, грабят народ, и нет числа их зверствам…

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кӑвайтӑ мӗлкисем вӗсем тавра сас-чӗв кӑлармасӑр ташланӑ; вӗсене ҫавӑ, йӗри-тавра мӗлкесем ташлани, вӑрманпа шурлӑхӑн усал шуйттанӗсем хаваслӑн сиккеленӗн туйӑннӑ…

Они сидели, а тени от костров прыгали вокруг них в безмолвной пляске, и всем казалось, что это не тени пляшут, а торжествуют злые духи леса и болота…

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Каҫхи кӗлле чан ҫапма пуҫланӑччӗ те, пуп майри чарса тӑрать: пупӗ хӑнара, шуйттанӗсем масар ҫинче.

— Стали было к вечерне звонить, да попадья не велит: поп в гостях, черти на погосте.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Ҫитрӗ иккен эп тухатни. Вӑрман шуйттанӗсем чӑмласа хучӗҫ ӗнтӗ ӑна. Пӗтӗм усал сывлӑша выляма хушсаттӑм. Пыршине кумрӗҫ апла. У-у…»

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех