Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкулӗнчи (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкар районӗнчи ялсене радио кӗртес тесе ун чух Ишек шкулӗнчи Е. Захаров учительпе О. Васильев колхозник, Кӑшавӑш шкулӗнчи А. Воронцов учитель те нумай тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫак ӳсӗмри яшсенчен 1-мӗш вырӑна Даниил Петров (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), 2-мӗшне Игорь Григорьев (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), 3-мӗшне Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнчи Константин Чумарин тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Чаккас шкулӗнчи пионер дружини Игнатий Дубов милиционер ячӗпе хисепленет.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Елчӗк шкулӗнчи хастар волонтерсем — Мария Адюковӑпа Даниил Патшин уява ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑмпа ертсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Пухӑннисене Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи ҫамрӑк артистсем Геннадий Волков академикӑн хайлавӗ тӑрӑх сценка лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ унӑн пӗррехинче тӑван Туҫи Мӑрат шкулӗнчи ачасенчен ӑшӑ саламлӑ ҫырусем илсен!

Куҫарса пулӑш

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсем иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫ пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%80%d0%b ... %bd%d3%91/

Вӑл Настя аппӑшӗ пекех 2№ ӳнер шкулӗнчи «Былинушки» тӗслӗхлӗ фолькор ансамблӗнче юрлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Ӳсекен ӑрӑва вӗрентес, тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе нумай ҫул ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн Комсомольски 2-мӗш шкулӗн социаллӑ педагогне Г.Н.Волковӑна, Урмаел вӑтам шкулӗн математика учительне Л.Г.Гельметдиновӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературин учительне С.А.Жуковӑна, Тукай Мишер вӑтам шкулӗн кӗҫӗн классен вӗрентекенне А.А.Зинетуллинӑна, «Колосок» ача сачӗн аслӑ воспитательне Т.Р.Каримуллинӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн математика учительне Н.Ю.Константиновӑна, Хырхӗрри тӗп шкулӗн географи, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенне И.М.Степановӑна, Асанкасси вӑтам шкулӗн директорне А.И.Филиппова, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи вырӑс чӗлхипе литературин учительне Н.В.Филипповӑна Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотине парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

«Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Е.Н.Савельев, Хирти Явӑш тӗп шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.И.Никифорова, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи ОБЖ вӗрентекенӗ Г.Н. Миронов, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн физкультура учителӗ О.А.Кошкина, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.Н.Данилова, «Радуга» ача сачӗн заведующийӗ А.Н.Албутова, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи тутар чӗлхипе литературин учителӗ Д.М.Гималтдинова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи биологи учителӗ А.Р. Самкина, Шурут вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.Н.Тарасова тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Вӗрентӳ тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Чӗчкен тӗп шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекене И.Р.Мингалеевӑна, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхин вӗрентекенне Т.В.Тимофеевӑна, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн учитель-логопедне Т.Н.Герасимовӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн музыка учительне Е.В.Федотова, Хирти Явӑш тӗп шкулӗнчи кӗҫӗн классен вӗрентекенне Г.Р.Фаряховӑна, Хырхӗрри тӗп шкулӗнчи кӗҫӗн классен вӗрентекенне Н.М.Лукияновӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн поварне Н.С.Индюковӑна, Александровка тӗп шкулӗн директорне Е.Н.Соколовӑна, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Т.А.Саванинӑна, Урмаел вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классене вӗрентекен А.Х.Тукаевӑна Комсомольски муниципаллӑ округӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Пишпӳлекри «Парус» спорт шкулӗнчи пӗрремӗш хутри пӳлӗмсенче косметика юсавӗ ирттернӗ.

В спортивной школе «Парус» с. Бижбуляк был проведен косметический ремонт в здании спортивной школы на 1-ом этаже.

Хӑйсен вӑйӗпе юсав ӗҫӗсем тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... un-3399747

Тукай ялӗнче пурӑнакан Алина Афанасьевӑпа хӗрне Марийӑна, Юнтапа пикине, И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илекен Ольга Еремеевӑна, Шурут вӑтам шкулӗнчи Людмила Шорниковӑпа вӑл ертсе пыракан тӗрӗ кружокне ҫӳрекенсене, Тӑманлӑ Выҫлири Валентина Самаркинана уйрӑмах палӑртса хӑварас килет.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи акӑлчан чӗлхипе вӗрентекен Александр Николаева, Чӗчкен тӗп шкулӗн директор ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Гульназ Гайнулловӑна тата Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классен учительне Гульназ Ямалетдиновӑна ЧР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе, Шурут, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗсенчи кӗҫӗн классен вӗрентекенӗсене Венера Васильевӑпа Светлана Мунтайкинана, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Ольга Григорьевӑна министерствӑн Тав ҫырӑвӗпе наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ачасен сывлӑхне ҫирӗплетес тӗлӗшпе хушма мерӑсем ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Хушӑвне пурнӑҫа кӗртсе «Хӗлхем» спорт шкулӗнчи бассейнра 2-4-мӗш классенчи ачасене ишме вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Елчӗк муниципалитет округӗн делегацине (ҫак йышра Елчӗк шкулӗнчи аслӑ классенче вӗренекенсем те пулчӗҫ) муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонад Левый ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Каярах Сиккасси шкулӗнчи педагогсен коллективне ертсе пынӑ, районти вӗрентӳ пайӗнче инспектор пулса тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Николаевсем хӑйсен «тимӗр» туйне уявларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d0%bd%d0% ... %bb%d0%b0/

Фестивальте вырӑнсем ҫакӑн пек пайланчӗҫ: 1-мӗш вырӑн — Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи «Росток» театрӑн; 2-мӗш вырӑн — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи «Юные таланты» театрӑн.

Куҫарса пулӑш

Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0%b ... %82%d1%80/

Сумлӑ жюри шкул театрӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Дебют» театр ушкӑнӗ чи маттурри пулнине палӑртрӗ, вӗсем Гран-прие тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул театрӗсем пултарулӑхне кӑтартрӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0%b ... %82%d1%80/

Ишек шкулӗнчи ача-пӑча тата ҫамрӑксен организацийӗсем хӑй вӑхӑтӗнче эвакуаципе кунта килсе лекнӗ ачасене «куҫран вӗҫертмен».

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех