Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шеллемӗ (тĕпĕ: шелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаяр тӑшмана ҫӗнтерме Тӑван ҫӗршыв пирӗншӗн нимӗн те шеллемӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пире никам та шеллемӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам-ха хӑйӗн чӗппине шеллемӗ.

Кто же не пожалеет своего ребенка.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӑл ҫут тӗнчене ҫуралнине амӑшсӗр пуҫне, ахӑртнех, урӑх никам та асӑрхаман пулӗ; пурӑнан пурнӑҫра ӑна сахал ҫын асӑрхать, анчах вӑл вилсе кайнине пушшех никам та асӑрхамӗ; никам та ун ҫинчен ыйтса пӗлмӗ, шеллемӗ, вӑл вилнӗшӗн никам та хавасланмӗ.

Едва ли кто-нибудь, кроме матери, заметил появление его на свет, очень немногие замечают его в течение жизни, но, верно, никто не заметит, как он исчезнет со света; никто не спросит, не пожалеет о нем, никто и не порадуется его смерти.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

7. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, тет Ҫӳлхуҫа, Иудея патшине Седекияна, унӑн тарҫисене, халӑха, мур чирӗнчен, хӗҫпе выҫлӑхран хӑтӑлса юлнӑ халӑха Вавилон патши Навуходоносор аллине, тӑшманӗсен аллине, вӗсен чунне шыракансен аллине, тытса парӑп; вӑл вӗсене хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе пӗтерсе тӑкӗ, хӗрхенмӗ те, шеллемӗ те, каҫармӗ те.

7. А после того, говорит Господь, Седекию, царя Иудейского, слуг его и народ, и оставшихся в городе сем от моровой язвы, меча и голода, предам в руки Навуходоносора, царя Вавилонского, и в руки врагов их и в руки ищущих души их; и он поразит их острием меча и не пощадит их, и не пожалеет и не помилует.

Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех