Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарламасӑр (тĕпĕ: шарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лукарье ҫеҫ кравать ҫинче ним шарламасӑр выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, малтан ашшӗ сӑмах калассине кӗтсе, шарламасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑрпа Наҫтик хӑраса кайнипе ним шарламасӑр ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пурпӗрех ним шарламасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӗсем, мӗн калаҫмаллине кӑнтӑрлах калаҫса татӑлнӑскерсем, халь ним шарламасӑр шухӑшласа пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, ӑва яланах шӳтле сӑмахсемпе кӗтсе илекенскер, халь курасшӑн та мар пек, ним шарламасӑр кӑмака умне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шарламасӑр ларсан та, пыр татӑлас пек кӑшкӑрсан та ӳксе ҫухалнӑ япалана тупма ҫук.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах малтан-хи сӑмах ашшӗне тивнипе шарламасӑр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах шарламасӑр ларни аван маррине чухласа: — Ҫанталӑк татах сивӗтет пулмалла… Ҫӑлтӑрсем куҫне ытла та чарса пӑрахнӑ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, кум, мӗн пулнӑ сире? — сӑмах чӗнчӗ Ҫтаппан, самай вӑхӑт шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула шарламасӑр ларни вӑл халиччен хӗрарӑм курманран килет пулӗ тесе, Лукарье тата ытларах аскӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех, шарламасӑр тӑни те аван маррине пӗлсе: — Сӗтел хушшине чӗннӗшӗн тавтапуҫ, анчах хӑна пул-ма вӑхӑт ҫук. Хам та каҫ ҫеҫ таврӑннӑ та, аттепе те тӑраниччен калаҫман. Вӑл кӗтет мана! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ ҫамрӑк ҫуралнӑ ялне ҫитнӗ май, савӑнӑҫлӑ аса-илӳсене путса самай вӑхӑт хушши ним шарламасӑр утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ним шарламасӑр тенкел ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна, ӗненнӗ пек пулса, самай вӑхӑт ним шарламасӑр выртнӑ хыҫҫӑн: — Айтурах, ӗҫлесе тупичченех укҫине ҫаратаҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуньӑш ним шарламасӑр куҫӗпе ҫини Миххана пушшех тарӑхтарчӗ: «Пӗрех хутчен хӑвӑртрах ятлаҫса ирттертӗрччӗ те мирлешесчӗ», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен Уляна хӑйне ҫапсан, айӑпне йышӑннӑ пек, ним шарламасӑр выртаканччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки ним шарламасӑр тӑнипе унӑн хавшак чӗри тата ытларах хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпир пурте турӑ аллинче, — Ҫтаппанпа килӗшрӗ те Михха, тарӑн шухӑша путнӑ пек, пӗр самант ним шарламасӑр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Огуречников ним шарламасӑр итлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех