Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарламасӑр (тĕпĕ: шарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле вӑл тепӗр ирхине тин таврӑнчӗ те, ним шарламасӑр, тӳрех вӗри кӑмака ҫине хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Киле ҫитсенех Кирук ҫӗрле юрласа илнӗ укҫине ашшӗ умне пырса хучӗ те, нимӗн шарламасӑр, алӑк патӗнчи сак ҫине выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мухмӑрпа аптранӑ Матви, ӑна нимӗн шарламасӑр итлесе, тарӑн шухӑша кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Кузьмич тутине пӑрӑҫ сӗрнӗ пек пӑркаласа илчӗ, пӗр хушӑ нимӗн шарламасӑр ларчӗ, вара буфетран хайхи пысӑк хырӑмлӑ графина, тӗрле апат-ҫимӗҫ кӑларса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ, ҫакӑ вӗри чунлӑ каччӑн пысӑк тунсӑхне туйса, нимӗн шарламасӑр лартӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара аптранӑ качча вӑйпах сӗтӗрсе тухрӗ; лешӗ ӑна нимӗн шарламасӑр парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Доклада Таня нимӗн шарламасӑр, тимлесе итлерӗ, кашни сӑмахне ӑша илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫынсем тӗлӗнсе, хумханса, ҫак ватӑ хӗрарӑма хӗрхенсе, пӗр самант нимӗн шарламасӑр ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мишша кукаҫ каланине Тимофей Михайловичпа Володя нимӗн шарламасӑр итлесе ларчӗҫ, пӳлмерӗҫ ӑна, чӑрмантармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Проводник пӗр хушӑ шарламасӑр тӑрать, унтан сасартӑк такам кӑтӑкланӑ пек ахӑлтатсах кулса ярать.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

Саша пӗр шарламасӑр ларать, пирус чӗртсе ярать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хуралҫӑ чылай вӑхӑт шарламасӑр выртать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Михха ку ӗҫе шарламасӑр ирттерсе ярать, ҫиллине пытарать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Пӗр уполномоченнӑйӗ шарламасӑр ирттерчӗ тесе протокол ҫине ҫырса хурӑр! — йӗлпӗрсе кулса каларӗ судья секретарьне.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, мӗнпур шухӑшӗ те тапак туртасси ҫинче ҫеҫ пек, ним шарламасӑр пирусне ӗмсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑштах шарламасӑр пынӑ хыҫҫӑн: — Ӑҫтисем эсир? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Сантӑр мӗн шутпа вӗсем патне пынине тавҫӑрайман пирки Микулапа ашшӗ шарламасӑр тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самай вӑхӑт ним шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн: — Михха хӗрне ят хума хатӗрленеҫҫӗ курӑнать! — тавҫӑрса сӑмах хушрӗ Микула.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ҫав-ҫавах хӑй ҫине шарламасӑр пӑхса тӑнипе канӑҫсӑрлана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хӑнисем ҫав-ҫавах шарламасӑр ларни юмӑҫ кӑмӑлне мӑнаҫлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех