Шырав
Шырав ĕçĕ:
Картсем выртрӗҫ, Давенантпа ют ҫынсен шанчӑкӗсем тӗлӗшпе Тиррей ӑнланайманнине сӑнларӗҫ, анчах нимӗн те улшӑнмарӗ: никам та укҫине пуҫтармарӗ, никам та урӑх хумарӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Студент Сачков, манӑн вӗрентекен пулнӑскер, — халӗ вӑл медицина докторӗ, винтёр тата холоп, — ӗлӗк чух, эпӗ уроксене лайӑх вӗренсе пырсан, ҫапла калатчӗ: «Маттур, Коля! Эсӗ пултаруллӑ ача, пирӗн, разночинецсен, чухӑн ҫынсен, пурнӑҫӑн кайри картинчен тухнӑскерсен, пуринчен те мала тухас тесе, — вӗренмелле, вӗренмелле… Российӑна ӑслӑ та тӳрӗ ҫынсем кирлӗ, ҫавӑн пек ҫын пулма тӑрӑш, вара эс ун чух хӑвӑн ӑраскалӑн хуҫи пулӑн, обществӑн усӑллӑ членӗ пулӑн. Ҫӗршывӑн чи лайӑх шанчӑкӗсем халь пирӗн ҫинче, разночинецсем ҫинче, эпир ҫӗршыв валли ҫутӑ та тӗрӗслӗх кӳме килнӗ ҫынсем…» т. ыт. те, ҫавӑн пек, калаҫатчӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗрӗссипе каласан, куҫса килекенсем вырӑна ҫитсен хӑйсен шанчӑкӗсем пӗтсе килнине сисрӗҫ.По правде говоря, прибыв на место, поселенцы испытали глубокое разочарование.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Пӗр сехет каялла ҫеҫ вӑл ҫынсен ят, кил-йышӗ, кил-ҫурчӗ тата шанчӑкӗсем пулнӑ.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Танксен йывӑр гусеницисем айӗнче хӗрсен ӗмӗчӗсемпе шанчӑкӗсем те шӑтӑртатрӗҫ.Под тяжелыми гусеницами танков хрустнули девичьи мечты и надежды.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ваҫҫука сасартӑк хӑйӗн мӗнпур шанчӑкӗсем пустуй пулнӑ пек туйӑнса кайрӗҫ.
55 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫынсен шанчӑкӗсем ҫухалчӗҫ, кирек мӗн пулсан та пурпӗрех тесе, пуҫӗсене усрӗҫ, ку вара ывӑнса ҫитнинчен те хӑрушӑрах.
Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.
Вӑл турккӑсем ҫинчен, вӗсем халӑха хӗсӗрлени ҫинчен, хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчи ҫынсем нушара пурӑнни ҫинчен, вӗсен шанчӑкӗсем ҫинчен васкамасӑр каласа парать; унӑн кашни сӑмахӗнчех ҫаксене вӑл тахҫанах тата тӗплӗн шухӑшласа хуни палӑрать.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Килнӗ ҫынпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вара, Волошин майорӑн халиччен хӑйне вӑй парса тӑнӑ пӗтӗм шанчӑкӗсем сӳнсе ларчӗҫ.После разговора с гонцом, для майора Волошина погасли все надежды, которые давали ему силы.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Уҫӑлса ҫӳренисем ҫинчен, хӑйӗн шанчӑкӗсем ҫинчен, Обломов пӗрре хавасланни, тепре пӗтсе ларни ҫинчен, сирень турачӗ ҫинчен, чуптуни ҫинчен те каларӗ Ольга.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн курӑнать иккен: ҫав лампадӑсем, вӗсен шухӑшӗпе пӗр вӗсен кӗрешӗвӗсемпе уявӗсене ҫеҫ ҫутатса тӑма чӗртнӗскерсем, ӗлӗкхи пекех ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, вӗсен кӑмӑлӗсемпе шанчӑкӗсем вара, пӗр-пӗр шухӑшсӑр ҫулҫӳревҫӗ вӑрман хӗрринче хунӑ вут пек тахҫанах хӑйсемпе пӗрле сӳнсе ларнӑ ӗнтӗ!
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пурте ҫынсем пулнӑ, кашнин хӑйӗн ячӗ, хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ, хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе шанчӑкӗсем пулнӑ, вӗсенчен чи паллӑ маррин асапӗсем те историе кӗрсе юлакан ҫыннӑн асапӗсенчен кая пулман.
Ҫынсем тата 1-мӗш марионеткӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
- 1