Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шана (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та, лаша хуҫи ҫывӑх ял хресченне пӗлсен, Макҫӑм ӑна ытларах шана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫил вӗрет, шана пуҫланӑ ҫӗрулми аври силленкелесе илет.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Палларӑм шана (сана вырӑнне ӗнтӗ), шельма…

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Алкумӗнче тӑра-тӑра Ура шана пуҫларӗ.

Я в сенцах стою-стою, Стали ноги застывать.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах иртнӗ конференцире ҫӗнӗ ординатор тӗплӗ реферат туса панипе хавхаланнӑ профессор Эльгеева ытларах шана пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫырман сулахай енче вӑл пиншер шан, Бинся уездӗнче — икҫӗр шан, Юаньмаотунь ялӗнче — ҫӗр шана яхӑн ҫӗр илнӗ.

На левом берегу реки он скупил тысячу шанов земли, в уезде Бинся — двести шанов, в деревне Юаньмаотунь — около ста.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Пирӗн округра ҫӗр шана яхӑн пулать.

— В нашей округе около ста шанов наберется.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ ун хутне кӗрсе Неходӑпа та, Фесенкопа та темиҫе хутчен ҫыхланнӑ хыҫҫӑн, Яша мана шана пуҫларӗ.

После моего заступничества, подкрепленного несколькими стычками и с Неходой и с Фесенко, Яша поверил в меня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Айӑпа кӗтӗн-и-мӗн, Шана кӑмпи.

— Проштрафился, Мухомор?

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Пирӗн ура айӗнчи юлашки курӑксем те шана пуҫларӗҫ; кутамас хурӑн тӗмӗсемсӗр пуҫне урӑх пӗр йывӑҫ та курӑнмасть, тӑранмалӑх апачӗ пулман пирки; кичем айлӑмра курӑк шыраса ҫӳрекен пӗр-икӗ лашасӑр пуҫне урӑх нимӗнле чӗрчун та ҫук.

Последние травы увядали у нас под ногами: не было видно ни одного деревца, кроме зарослей карликовых берез, ни единого животного, кроме нескольких лошадей, которые бродили по унылым равнинам, так как хозяева не могли их прокормить.

XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Малтан вӑрӑмтуна пек кӑначчӗ, унтан шана пек пулчӗ, куҫ умӗнчех ӳссе пысӑкланса пырать.

Сначала комар, потом муха, растет, увеличивается на глазах.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫынни вӑл чипер ҫынах-ха, шухӑшламашкӑн та ӑсӗ ҫитет, туйӑм тени кӑна ҫук, ҫапах та вӑл, пыра киле, ыттисемпе пӗрле ҫӗкленсе кайса, мӗн пулассине чунӗпе шана пуҫларӗ.

Человек положительный, обладающий здравым смыслом, но лишенный и тени воображения, он в конце концов оказался вовлеченным в поток всеобщего воодушевления и начал верить.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Нумайӑшӗ ҫакна курӗ те хӑраса ӳкӗ, Ҫӳлхуҫана шана пуҫлӗ.

Увидят многие и убоятся и будут уповать на Господа.

Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех