Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳхенчӗҫ (тĕпĕ: чӳхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун хыҫҫӑн вара тути хӗррисем ун чылайччен черчен кулӑпа ейӗлсе чӳхенчӗҫ, куҫҫульпе нӳрелнӗ куҫӗсем, ҫамрӑк хӗрӗнни пек, телейлӗн ҫиҫсе ҫуталчӗҫ.

И после долго не сходила с ее губ трепетная улыбка, а увлажненные глаза сияли счастьем, как у молоденькой девушки.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Урасем йывӑррӑн таплаттарнине пула урай чӗтӗрене-чӗтӗрене те лаштӑр-лаштӑр авӑна-авӑна илчӗ, мазурка такчӗпе пӗрешкеле килсе, тӗрлӗ тӗспе выляна-выляна чӑнкӑртатрӗҫ люстра ҫаккисем, тикӗссӗн хумхана-хумхана чӳхенчӗҫ чӳречесен тюль каррисем.

Пол задрожал и ритмично заколыхался под тяжелым топотом ног, в такт мазурке зазвенели подвески у люстры, играя разноцветными огнями, и мерно заколыхались тюлевые занавеси на окнах.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тӗмӗсем ҫӑтӑр-ҫатӑр турӗҫ, ҫамрӑк хыр тӑррисем чӳхенчӗҫ, ҫиелтен хытнӑ юр, таткаланса путнӑ май, кӑчӑртатрӗ.

Затрещали кусты, заметались вершины маленьких сосенок, заскрипел, оседая, наст.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех