Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗтрерӗ (тĕпĕ: чӗтре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр кунхине Татьяна шкулта хӑйне темшӗн ҫав тери йывӑр туйрӗ, пуҫӗ ыратрӗ, шӑм-шакӗ шартлама сивӗри пек чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ашшӗ-амӑшӗ вӗрентнӗ ӗнтӗ шуйттан ҫурине, — тарӑхнипе вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Алли тӑр-тӑр-тӑр чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑна «ҫӑвасах» пулать, тӑванӑм, — тулта самаях ӑшӑ ҫанталӑк пулин те тӑр-тӑр чӗтрерӗ Йӑван.

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Алли чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Унӑн сӑнӗ сасартӑк тискерленсе кайрӗ, кӗлетки сиксе чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ҫапла, Думитру… эсӗ йӑлтах каларӑн, — чӗтрерӗ унӑн вӗтӗ шӑлӗсем йӗрленӗ тути.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӳт-пӗвӗ тӑр-тӑр-тӑр чӗтрерӗ, пукан ҫине лармалӑх та вӑйӗ юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Санюк ытларах шикленнӗ-мӗн, вӑрмана ҫитиччен ҫӑвар уҫса калаҫаймарӗ вӑл, шӑлӗ шаккакан пуличченех чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Тупатпӑр чечекне, — халь-халь кӗсрене хупласа хуракан ӑйӑр пек тӑр-тӑр-тӑр чӗтрерӗ Пурис.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӳт-пӗвӗ ҫеҫ вилес умӗнхи пек чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрнепи, начарланса, ватӑлса кайнӑскер, сив чир тытнӑ пек чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тути кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас ҫыннӑнни пек сиксе чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Эсех айӑплӑ! — чӗтрерӗ ун сасси.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хӑй хӑюлӑхӗнчен хӑй хӑраса хӗрелсе карӗ вӑл, чӗркуҫҫийӗ ҫинчи пӗркеленчӗк алли чӗтрерӗ ун.

Он то краснел, то бледнел; морщинистые руки его мелко дрожали.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ишут ҫан-ҫурӑмӗ чӗтрерӗ, Силлет вӑл Ваҫлее лӑс-лӑс…

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Юмӑҫ карчӑк ҫак вӑхӑтра чунтан тулашнипе пӗтӗм шӑм-шакӗпе сиксе чӗтрерӗ, вӑл Урасмета тем каласа хӑртма, каласа хӑртма ҫеҫ-и — ҫурса тӑкма хатӗрччӗ, анчах ват ҫын мехелӗпе хӑйне тытса чарма вӑй ҫитерчӗ, усалпа ҫыхланас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне темле тӳлеккӗн тытас тенӗ пулсан та, сасси пурпӗрех чӗтрерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Галеран тытса тӑнипе икӗ-виҫӗ ҫеккунт чавсаланса чӗтрерӗ те ӳкрӗ, куҫӗсене хупрӗ, ырату йынӑшӑвне акӑш-макӑш вӑй хурса пусарнӑран ҫамкин юн тымарӗсем тӑртаннӑ.

Две-три секунды, поддерживаемый Галераном, он дрожал на локтях и рухнул, закрыв глаза и сдержав стон боли таким неимоверным усилием, что жилы вздулись на лбу.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Роэна чылай хушӑ тӗллерӗ, анчах пенӗ самантра пӑшал кӗпҫи кӑштах чӗтрерӗ.

Роэна целилась долго, но в момент выстрела дуло слегка трепетало.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех