Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кун кӗнекинчи ӗҫсене хӗрлӗ маркерпа чӗрӗр.Воспользуйтесь красным маркером для вычёркивания дел из ежедневника.
46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Ун ятне чӗрӗр умӗнче усрӑр.
Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сире турӑ пирӗшти илемне панӑ, анчах чӗрӗр ӑҫта?
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сирӗн чӗрӗр тӗрӗссипе ман енче пулмалла!
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сире ҫӑмӑл пулсан, сӑн-питӗр ҫинчен маскӑна ан хывӑр, анчах ӑна хӑвӑрӑн чӗрӗр ҫинчен сирсе пӑрахӑр, хӑвӑршӑн сирсе пӑрахӑр!
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Эсир телей ҫулӗ туяннӑ, мир ҫулӗ тупнӑ пулсан, вӑрттӑн куҫҫуль тӑкакансемпе хурлӑх тӳсекенсене ирӗке кӑларас тесе эсир юратакан юлташсемпе пӗрлешнӗ пулсан, сирӗн чунӑр ан кӗвӗҫтӗр, сирӗн чӗрӗр алтарь пек таса пултӑр, унта хӑватлӑ вут нихҫан сӳнми ҫунса тӑтӑр.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пирӗн 3-мӗш Украински фронт Будапештран кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнерехре тӑшман оборонине татса кӗни ҫинчен вуласан, хамӑр корпусӑмӑр ыттисенчен малта пынине сиссе, сирӗн чӗрӗр савӑнӑҫлӑн тапмарӗ-им?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пурнӑҫӑр сирӗн пӑшӑрханмалла та йывӑр, хӑрушӑ, анчах чӗрӗр — кулса тӑрать.Жизнь ваша беспокойная и трудная, опасная, а сердце у вас — улыбается.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эсӗ те, Турта Матвейӗ, санӑн тусу Сӗрӗм те вилнӗ, сирӗн унчченхи шанчӑкӑр та вилнӗ, чӗрӗр те, чулӑр та урӑхланӗ, кӗлӗ те ют пулӗ…
X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Сирӗн чӗрӗр чӑтаймасӑр кӗтет, акӑ сасартӑк — куна сунарҫӑсем кӑна ӑнланӗҫ, — сасартӑк тарӑн шӑплӑхра уйрӑмах темӗнле кӑранклатса чашкӑрни, ҫунатсем ваш-ваш авӑсни илтӗнсе каять, — вара сирӗн пӑшала хирӗҫ тӗксӗм хурӑн хыҫӗнчен, вӑрӑм сӑмсине аялалла илемлӗн усӑнтарса кӑрӑпчак ярӑнса тухать.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Тӑнлӑр эппин вӗҫне ҫитиччен, анчах ӑспа мар: эпӗ сирӗн ӑсӑртан хӑратӑп; чӗрепе итлӗр: ман аннем ҫуккине, эпӗ вӑрманти пек ӳснине, тен, чӗрӗр ӑнланӗ… — хуллен, ҫурма сасӑпа хушса хучӗ Ольга.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Паллах, сирен ӗҫӗр кӑткӑс та канӑҫсӑр, анчах сирӗн чӗрӗр, эпӗ пӗлетӗп, питӗ ырӑ, ылттӑн чӗре.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Никама та эсир чӗрепе юратмӑр, мӗншӗн тесен чӗрӗр сирӗн сивӗ, ӳркевлӗ, хӑвӑра юратакансене вара эсир нумай хуйхӑ кӳрӗр.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
17. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте Турӑ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан, пӗлекен тӑвакан Сывлӑшне патӑрччӗ; 18. сирӗн чӗрӗр куҫне уҫинччӗ, эсир вара Вӑл хӑвӑра мӗнле шанчӑк патне чӗннине, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ ҫав ырӑлӑх мӗн тери тулӑххине 19. тата пирӗнте — Унӑн пурне те тытса тӑракан вӑйӗ пулӑшнипе ӗненсе тӑракансенче — Унӑн хӑвачӗ тем тӗрлӗ аслине пӗлсе тӑракан пулинччӗҫ тесе кӗлтӑватӑп.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2. Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3. Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4. кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑр валли тӳпере кивелми ҫӳпҫепе иксӗлми мул хатӗрлесе хурӑр: унта вӑрӑ та ҫывӑхараймасть, кӗве те ҫимест: 34. ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли: 2. эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Сирӗн чӗрӗр ан шиклентӗр, ҫӗр ҫинче сарӑлакан сас-хураран ан хӑрӑр; пӗр ҫулӗнче хыпар килет, тепӗр ҫулӗнче те — хыпар: «ҫӗр ҫинче — пусмӑр, пӗр патша — тепӗр патшана хирӗҫ!» 47. Ҫавӑнпа та Эпӗ Вавилон йӗрӗхӗсене айӑплас кунсем ҫитеҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ намӑса юлӗ, урамӗсенче аманнисем йынӑшса выртӗҫ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуҫӑр йӑлтах юхан-суранлӑ, чӗрӗр те хавшанӑ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Ҫӳлхуҫана шанакансем, пурсӑр та ҫирӗп пулӑр, чӗрӗр тӗрекленсе пытӑр!25. Мужайтесь, и да укрепляется сердце ваше, все надеющиеся на Господа!
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2