Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрне сăмах пирĕн базăра пур.
чӗрне (тĕпĕ: чӗрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир унӑн чӗрне хури тӗшне те тӑмастӑр, — аллине арҫын еннелле тӑсса чӗрне вӗҫне кӑтартрӗ Марина.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ашшӗ кайсанах ывӑлӗсем, ҫара уранскерсем, вырӑн ҫинчен аннӑ, чӗрне вӗҫҫӗн утса, амӑшӗ патне пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпир Машӑпа чӗрне хури тӑршшӗ те айӑплӑ мар…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара вӗсем чӗрне вӗҫҫӗн утса виҫҫӗмӗш чӳрече айне пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл вӑхӑтра вара чи шавлӑ чирлисем те, пӗчӗк сестрана вӑратас мар тесе, йынӑшма чарӑнатчӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса кӑна калаҫатчӗҫ, пысӑк сестрасем вара чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ утса ҫӳретчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн чӳрече патне утса пычӗ Кулюкка, чӳрече каррине уҫса, тулалла пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлет умнелле чӗрне вӗҫҫӗн пырса, ҫутӑлас умӗн хӑй ҫакнӑ ҫӑрана уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр шухӑша кайса ларнипе Роза чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа кӗнине сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗ те аллине упӑшки хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун чӗрне вӗҫҫӗн утса тӗпеле иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑр хура маска ҫӗнтерессе чӗрне хури чухлӗ те шанмастӑр!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Часах пӳрне вӗҫӗсем, чӗрне кучӗсем сурма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Эсӗ калани чӗрне хури чухлӗ те хумхантармасть-хӑратмасть мана, — терӗ Лариса.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӑй тӗртнӗ кӑвак пиртен ҫӗленӗ кӗпине, фуфайкине тӑхӑнса ячӗ, ҫытар айӗнчи хунарне илчӗ, ыттисене вӑратасран чӗрне вӗҫҫӗн пуса-пуса, пӳрт умне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Анчах куншӑн чӗрне хури чухлӗ те кӳренмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳрӗн.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Чемейсене, шалиш, чӗрне хури чухлӗ те хурлаймӑн!

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Ытлашши сас-хура кӑларас мар тесе Кирилл чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Саккӑрмӗш каҫӗнче вара, тул ҫутӑласпа, курнӑ: Энтрей хӑйӗн хваттерӗнчен ху-уллен, чӗрне вӗҫҫӗн утса тухса почта ещӗкӗ патне пынӑ, пӗчӗк пукан лартнӑ та ҫӳлелле кармашма тытӑннӑ…

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кӑкӑр, шӗвӗр чӗрне тӑрӑннипе, пӗҫерсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех