Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗркуҫҫипе (тĕпĕ: чӗркуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кутпа шӑваканнине те, чӗркуҫҫипе упаленекеннине те ан хӑварӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ним ӗҫ патне те аллу пымасть, — тетчӗ атте чӗркуҫҫипе хыҫалтан «лӑпкаса»…

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сахар пӗрремӗш кӗлтине чӗркуҫҫипе пусса ҫыхнӑ вӑхӑтра ҫуртри пусси леш енчен хӗрлӗ хӗвел хӑй пуҫне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кӗркке хыттӑн туртӑнса илчӗ, аллисене вӗҫертесшӗн пулчӗ, мӑрсана чӗркуҫҫипе темиҫе хутчен чышрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малти урисем ҫине кукленсе туртать мӗскӗн лаша, чӗркуҫҫипе упаленет.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

— Сая каймасть, вӑрҫӑ пӗтсен ак электростанцине туса ҫитеретпӗр, — хӑрах чӗркуҫҫипе тенкел ҫине чӗркуҫленчӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫийӗнчен председатель Елиса мӗншӗн улталатӑн тесе купарчинчен чӗркуҫҫипе тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Вӑл вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ текенскер, чӗркуҫҫипе ут вырӑнне Санькассине илсе хӑпарчӗҫ.

Говоривший, что он вернулся с войны раненый, на коленях вместо коня забрали в Санькасы.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Алешка, Степан пекех хӑтланать; вӑл шӑллӗне те, чӗркуҫҫипе тӗртсе илсе, кашӑкне хурса нумайччен чӑмласа ҫиме вӗрентет.

Алешка делал все, как Степан, и учил брата, толкая его коленкой, класть ложку и долго жевать.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ларсамӑр, — терӗ пуп хӑй вырӑнӗнчен куҫса ларма хатӗррине кӑтартса, Бауман вара тепӗр диван ҫинчен куҫса ларнӑ жандармӑн чӗркуҫҫийӗ хӑй чӗркуҫҫипе перӗнсех тӑнине, туйса илчӗ.

— Пожалуйте, — с готовностью закивал поп, и Бауман почувствовал у своего колена колени вплотную придвинувшегося к нему, с того дивана, жандарма.

XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.

Кучер мой сперва уперся коленом в плечо коренной, тряхнул раза два дугой, поправил седелку, потом опять пролез под поводом пристяжной и, толкнув ее мимоходом в морду, подошел к колесу — подошел и, не спуская с него взора, медленно достал из-под полы кафтана тавлинку, медленно вытащил за ремешок крышку, медленно всунул в тавлинку своих два толстых пальца (и два-то едва в ней уместились), помял-помял табак, перекосил заранее нос, понюхал с расстановкой, сопровождая каждый прием продолжительным кряхтением, и, болезненно щурясь и моргая прослезившимися глазами, погрузился в глубокое раздумье.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Унтан вара, пӗрене ҫине чӗркуҫҫипе тӗренсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗ.

Потом он оперся коленкой на бревно, приподнялся.

XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ли Цин-шань ачана урайне ӳпне вырттарчӗ, чӗркуҫҫипе пусса тӑчӗ.

Ли Цин-шань повалил мальчика лицом вниз и коленом прижал к полу.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ санран парӑмӑн вӑхӑтне тӑсма ыйтрӑм та, эсӗ мана чӗркуҫҫипе ҫӗмрӗк савӑт-сапа ванчӑкӗсем ҫине лартрӑн.

Я просил повременить, а ты поставил меня на колени на осколки битой посуды.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хань Лао-лю мана, ҫӗршӗн вӑхӑтра укҫа тӳлемен тесе, чӗркуҫҫипе савӑт-сапа ванчӑкӗсем ҫине лартрӗ.

Меня же Хань Лао-лю в наказание за то, что вовремя не внес платы за землю, велел поставить коленями на осколки битой посуды.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Васька Сенькӑн ҫулне пӳлме тӳрӗрен чупрӗ, ӑна ҫӗре ӳкерчӗ те чӗркуҫҫипе пусса лартрӗ:

Васька бросился Сеньке наперерез, повалил его на землю и прижал коленом.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Арчисен хупӑлчисем те хупӑнмаҫҫӗ, вӗсене вӑл чӗркуҫҫипе пусса хупать.

Сундуки не закрываются, он их коленкой подпирает, чтобы закрыть.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл вара мана хыҫалтан чӗркуҫҫипе тӗртсе кӑшкӑрса пычӗ:

А он подгонял меня сзади и, подражая гуляке, напевал:

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вара пӗр хулӑн кӑна туталлӑ, сарлака хулпуҫҫиллӗ те лаптӑк сӑмсаллӑ, чалӑш пӑхакан ӳсӗр куҫлӑ, ҫӗтӗк чавсаллӑ канцелярист ҫеҫ Иван Никифорович умне пычӗ те унӑн аллисене, пӗчӗк ачана пиеленӗ чухнехи пек, хӗреслеттерсе ватӑ инвалида куҫ хӗсрӗ, лешӗ Иван Никифорович хырӑмӗнчен чӗркуҫҫипе тӗренсе, Иван Никифорович хурлӑхлӑ йынӑшнине пӑхса тӑмасӑр, ӑна хыҫалалла, малти пӳлӗме хӗссе кӑларчӗ.

Тогда один из канцелярских, с толстыми губами, с широкими плечами, с толстым носом, глазами, глядевшими скоса и пьяна, с разодранными локтями, приблизился к передней половине Ивана Никифоровича, сложил ему обе руки накрест, как ребенку, и мигнул старому инвалиду, который уперся своим коленом в брюхо Ивана Никифоровича, и, несмотря на жалобные стоны, вытиснут он был в переднюю.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Лентисене пиҫиххинчен ҫыхӑнтарса тӑнӑ, кӗленче савӑтне чӗркуҫҫипе хӗстернӗ, ҫапла майпа вӑл икӗ аллипе те ирӗккӗн ӗҫлеме пултарнӑ.

На поясе у Джонни висел пучок веревок, а бутылки он зажимал между колен, чтобы действовать обеими руками.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех