Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ытлашши сӑмах вакламасӑр чикарккӑ чӗркерӗҫ.
XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ӗнер вара Маюкпа Анфиса капрон пӗтнипе ҫӗрмамӑк ҫиппи чӗркерӗҫ.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Ҫара алпа тилхепе тытасси пулмасть сиртен тесе ват ҫынсене иккӗшне пӗр ҫунана шӑналӑк айне персе чикрӗҫ, урисене те улӑм айне туса шӑналӑкпа чӗркерӗҫ.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ват ҫынпа картуса хывса сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн чӗлӗм пуррисем хӑйсен пӑхӑр чӗлӗмӗсене чӗртсе ячӗҫ, чӗлӗм ҫуккисем лӳчӗркенсе пӗтнӗ хаҫат татӑкӗсенчен табак чӗркерӗҫ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Шыва кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ кипкепе чӗркерӗҫ те хӗрарӑмсем ачана амӑшӗ патне ҫӗклесе кӗчӗҫ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Салтаксем, Парфинори пек, бензин тултарнӑ канистрсем илсе, патаксем ҫине чӳпӗк чӗркерӗҫ, унтан вара ял вӗҫне кайрӗҫ.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унтан вара салтака плащ-палаткӑпа чӗркерӗҫ те шӑтӑка майласа чикрӗҫ.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Бригада членӗсем, кӑнтӑрлахи апат тумасӑрах, хӑйсен ҫӳхе утиялӗсене чӗркерӗҫ те, вӑйлӑ ҫил-тӑмана пӑхмасӑрах, кӳршӗ ялсене тухса кайрӗҫ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем чи самӑр сыснине суйласа илчӗҫ, ҫухӑрни ан илтӗнтӗр тесе, унӑн пуҫне михӗпе чӗркерӗҫ, урисене ҫыхрӗҫ те анӑҫри флигель патне илсе пычӗҫ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем унӑн ӳтне пысӑк хура ҫӑм одеялпа чӗркерӗҫ те ҫӗклесе кайрӗҫ.Они подняли труп, завернули его в большое шерстяное одеяло и понесли.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫав хулӑн пир аттине хывмасӑрах Брянскине плащ-палаткӑпа чӗркерӗҫ те шӑтӑка антарчӗҫ.Брянского, в тех же парусиновых сапожках, завернули в плащ-палатку и опустили в могилу.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Рояль тавра ҫемйипех тӑрмашрӗҫ: улӑм тӳшекне чӗркерӗҫ, чӑптапа туртса ҫыхрӗҫ.Всей семьей упаковывали рояль: обвязали его тюфяками, обшили рогожей.
Ҫурт сутни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Митьӑпа Маняша чашӑк-тирӗке кивӗ хаҫатсемпе чӗркерӗҫ, Вера Васильевнӑна вӗсене ещӗке хума пулӑшрӗҫ.Митя и Маняша заворачивали в старые газеты посуду, помогали Вере Васильевне укладывать ее в ящики.
Ҫурт сутни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӗсем шӑтӑк тӗпне йӗтен пир сарчӗҫ, ун ҫине ача виллине хурса чӗркерӗҫ.Они разостлали в яме льняную холстину, положили на нее убитого, завернули его.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Якӑр ҫыхнӑ канатсене брашиль ҫине чӗркерӗҫ; халь ӗнтӗ тепӗр прилив пуҫланасса ҫеҫ кӗтмелле пулать, вӑл тепӗр ҫичӗ сехетрен, ҫурҫӗр иртсен пӗр сехет тӗлнелле пуҫланмалла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Салтаксем пӗрин ҫумне тепри урайне выртса чикарккӑ чӗркерӗҫ…Солдаты укладывались один к другому на полу и свертывали цигарки…
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫуллахи кӗске каҫ пӗтсе килнӗ тӗле Евсейпе Викентий Аверьянович Федор Лукич ӳтне буркӑпа чӗркерӗҫ, вӑрӑм урапа ҫине тиесе, Рощенскине илсе кайрӗҫ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кашниех аллисене симӗс хупахпа чӗркерӗҫ, вӑрӑм вӗлтӗрене туни мӗнӗпех тата-тата илчӗҫ.Каждый обернул руку зеленым лопухом, сорвал длинный стебель крапивы.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр сехет каялла пӑрахут электромаяк патне пычӗ те, моряксем, ҫара пуҫӑн пулса борт ҫине тупӑк кӗртсе хучӗҫ, ӑна вӗсем ҫав тупнӑ палаткӑпах чӗркерӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та Алексее каллех чӗркерӗҫ те носилка пирӗ ҫумне ҫыхса хӗстерчӗҫ; пӑлханни иртсе кайсанах, нервӑсем лӑплансан, ун суранӗ тепӗр хут чӑтмалла мар ыратма пуҫлани сисӗнчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1