Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗркенӗ (тĕпĕ: чӗркен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗксӗрех манӑн кӗсьерен кӗмӗл хутпа чӗркенӗ канфет кӑларма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ман унпа пӗтмест, ан хӑра, — терӗ вӑл хутпа чӗркенӗ чашӑка Мария Тимофеевнӑна тыттарса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гали, гимнастеркине ҫӗклесе, хӑй тавра чӗркенӗ хӗрлӗ хӑмач вӗҫне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑрӑн та чаплӑ санитаркӑсем пур! — бинтпа чӗркенӗ сулахай хулне сылтӑм аллипе тытрӗ Лавруш.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫтаппан кайма тӑнине астусан, айккинелле ҫаврӑнчӗ те хӗвӗнчен сӑмса тутӑрӗпе чӗркенӗ япала туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Василиса Петровна, Вӗҫелис, сывлӑх сунатӑп, — пысӑк пӳрнине шурӑ бинтпа чӗркенӗ аллине малалла тӑсрӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кравать ҫинче, усӑ кантӑк умӗнче, йӗпе простыньпе чӗркенӗ, сӑнӗ шуралнӑ Архипов выртать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Акӑ вӗсем, терӗ Алексей пиншак кӗсйинчен тӗсне ҫухатма пуҫланӑ хутпа чӗркенӗ сӑн ӳкерчӗкӗ туртса кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Куртӑр пуль, аллисем шап-шурӑ, бинтпа чӗркенӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавах та йывӑр, кутамкка кантри, ӑна пусма татӑкӗпе чӗркенӗ пулин те, хула касать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем пӗр кӗленче сӑмакун, ҫӑкӑрпа тӑвар тата шурӑ алшӑллипе типтерлӗн чӗркенӗ Турӑ Амӑшӗн турӑшне илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл кукленсе ларчӗ, аллине миххе чиксе ячӗ те унтан хутпа чӗркенӗ ҫыхӑ туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Маларах тӑснӑ пӗр аллинче — хутпа чӗркенӗ бутерброд.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ҫурӑмӗпе хунарӑн тимӗр юпи ҫумне тайӑннӑ та аллинче трубка пек чӗркенӗ леш журналах тытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шап-шурӑ простыньпе, хитре утиялпа чӗркенӗ ачана чаплӑн ҫӗклесе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑна хаҫатпа типтерсӗр чӗркенӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хаҫатпа чӗркенӗ пӗчӗк минтер урайӗнчех выртса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурин те аллисенче хутпа чӗркенӗ ҫыхӑсем.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Полици вӗсен хваттерӗнче 1,5 килограмм мефедрон тупнӑ, ӑна 485 пакета чӗркенӗ.

Полиция обнаружила у них в квартире 1,5 кг мефедрона, который уже был расфасован в 485 свертков.

Стерлитамакри пӗр ҫемьен килӗнче 3,5 килограмм наркотик тупнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... pn-3372475

Сӗтелсем хушшинче пӗри тетрадь ҫине кӑтра ҫӳҫлӗ майрасем ӳкерсе ларать, тепри шӗвӗр шалча пек метр тӑршшӗ чӗркенӗ чикаркка ӗмет, виҫҫӗмӗшӗ ҫисе янӑ хӑярӑн хуппине тураса ларать.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех