Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл, пакӑлтатнӑ май, кӗсйинчен пӗр пӗчӗк чӗркем хут кӑларчӗ, унтан, ӑна салатса, мана пӗчӗкҫӗ флакон «фиалка» ятлӑ духи тыттарчӗ.Он вынул из кармана сверточек, развернул бумагу и вручил мне маленький флакон духов «Фиалка».
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
14. Тӳпе те чӗркем пек чӗркенсе ҫухалчӗ; пӗтӗм ту, пӗтӗм утрав хӑйӗн вырӑнӗнчен тапранчӗ.14. И небо скрылось, свившись как свиток; и всякая гора и остров двинулись с мест своих.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Прегабалин» текен эмеле пӗлтӗр 1 пин ытла чӗркем сутнӑ иккен — ҫулталӑк маларахринчен 3 хут /!/ ытларах.
Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
— Чим-ха, лайӑхрах чӗркем, — терӗ Васса.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ун пек чӗркем вӑрттӑн ӗҫленӗ чух вырӑнсӑр япала та мар: йӗрленӗ чухне агентсем уйрӑммӑнах ҫын ҫӗклесе пыракан чӗркем ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вася Пирожок — пуҫтахскер, ҫирӗп те сарлака хулпуҫҫиллӗ, яланах хаваслӑ сӑн-питлӗ, витӗр куҫлӑ йӗкӗт, хул хушшине пӗчӗкҫеҫҫӗ чӗркем хӗстерсе тенкел ҫинче ларать.
Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Тухтар хӑйне мӗн каласса кӗтсе тӑмасӑрах, вӑл ҫил хапхинчен кӗрсе кайрӗ те, пӗр чӗркем вырӑнне икӗ чӗркем илсе тухса, Тухтара тыттарчӗ.И, не дожидаясь ответа Тухтара, скользнула через калитку и вскоре вернулась с двумя свертками.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1