Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗриклетни (тĕпĕ: чӗриклет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречерен картишнелле йӑваш ҫутӑ ӳкрӗ, алӑк чӗриклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сасартӑк алӑк чӗриклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йывӑҫсем ҫинче кунӗ-кунӗпех ҫавсем чӗриклетни илтӗнет.

Целый день несется стрекотанье с деревьев.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫил улани, шатӑртатни, шӑхӑрни, темиҫе пин йывӑҫ чӗриклетни илтӗнет.

Был слышен треск, свист, завывание ветра, скрип тысяч стволов.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хапха чӗриклетни, калинкке шалтлатса хупӑнни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Урамра лаша тулхӑрни, йывӑр тиенӗ урапа нӑтӑртатса чӗриклетни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тапхӑр-тапхӑр лаша тулхӑрни, кустӑрмисем пӗр тикӗссӗн кӑлтӑртатса ҫаврӑнни, турта пуҫӗпе пӗкке хырса хӑмӑт пӑявӗ чӗриклетни темле асамлӑ кӗвӗ пек илтӗнсе чун-чӗрене килентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ялта алӑксем уҫӑлса хупӑнни, пусӑ тарасисем чӗриклетни, автансем авӑтни илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юнашар пӳлӗмре ҫын утнипе урай чӗриклетни тата темскер мӑкӑртатса калаҫни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Лаша ури айӗнчех шӑрчӑк чӗриклетни илтӗнет, юхан шыв кӗрлевӗ шавлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫенӗкре каллех ӳсӗрнӗ сасӑ, унтан урай хӑмисем чӗриклетни илтӗнет.

В сенцах снова раздается покашливание, скрип рассохшихся половиц.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫӗрлехи шӑрчӑк кӑмака айӗнче чӗриклетни кӑна илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗҫех пӳрт алӑкӗ, каярах — хыҫалти хапха калинкки чӗриклетни илтӗнчӗ, уйӑх ҫутинче сенӗк тытнӑ арҫын курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫеҫен хирте пӗр шӑрчӑксем чӗриклетни ҫеҫ илтӗнет.

В степи только потрескивали кузнечики.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Туйӑнать ҫеҫ пулмалла ҫав, мӗншӗн тесен паян яланхинчен хытӑрах шавлаҫҫӗ: сасӑсем те, ура айӗнчи хӑйӑр та, ҫерҫи чӗриклетни те.

Наверно — кажется, потому что вог сегодня громче обычного: и голоса, и хруст песка под подошвой, и чириканье воробьев.

XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑрманта ҫуна тупанӗсем чӗриклетни тата хыттӑн калаҫнисем илтӗнеҫҫӗ.

Из лесу отчетливо доносился скрип полозьев и громкие голоса.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Генерал ҫывӑрать приемнӑйӗнче шӑп, тулта утса ҫӳрекен часовой ури чӗриклетни ҫеҫ хуллен, питӗ катара пек, илтӗнет.

Генерал еще спал, в приемной было тихо, и только снаружи доносился скрип шагов часового.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Лаша ури сасси ҫеҫ тата тикӗтленме ӗлкӗреймен е ҫӗрлехи тӗттӗмре лайӑх сӗреймен кустӑрмасем чӗриклетни ҫеҫ кӑшт илтӗнет.

Глухо отдавалась только конская топь да скрып иного колеса, которое еще не расходилось или не было хорошо подмазано за ночною темнотою.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пур ҫӗрте те лаша ури сасси, тӗрӗслес тесе пӑшалсенчен пени, хӗҫ таврашӗсем чанклатни, вӑкӑрсем мӗкӗрни, ҫавӑракан урапасем чӗриклетни, калаҫни, кӑшкӑрни, выльӑх хӑвалани илтӗнсе тӑрать, часах козаксен таборӗ пӗтӗм хир тӑрӑх таҫта ҫитиех чӑсӑлса кайрӗ.

Со всех сторон раздавались топот коней, пробная стрельба из ружей, бряканье саблей, бычачье мычанье, скрып поворачиваемся возов, говор и яркий крик и понуканье — и скоро далеко-далеко вытянулся козачий табор по всему полю.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӗсен хӑлхисенче курӑк хушшинчи шутсӑр нумай чӗрчунсем сӗрлени, ҫухӑрни, чӗриклетни илтӗнсе тӑрать, — ҫак мӗнпур сасӑ ҫӗрле хыттӑнах илтӗнет, уҫӑ сывлӑшра тасалса ҫынна тутлӑ ыйӑха ярать.

Они слышали своим ухом весь бесчисленный мир насекомых, наполнявших траву, весь их треск, свист, стрекотанье, — все это звучно раздавалось среди ночи, очищалось в свежем воздухе и убаюкивало дремлющий слух.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех