Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳлӗмри сӗтел-пуканӗ те япӑх мар: хӑмаран тунӑ нар вырӑнне кунта улӑм тултарнӑ матраслӑ тата минтерлӗ чӗриклетекен кравать, шӑйрӑлса пӗтнӗ тумбочка, икӗ пукан, юнашар тутӑхнӑ витре лартнӑ, умывальник те пур.
Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Алӑк патӗнче пӗчӗк плита, унпа юнашар — чӗриклетекен йывӑҫ кравать; ҫиттисӗр пысӑк сӗтел ҫур пӳлӗме яхӑн йышӑнать; ик-виҫӗ пукан.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫак тайкаланса чӗриклетекен, хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче темӗн те пӗр курнӑ сӗтеле тӗрлӗ тӗслӗ чернилпа, сӑрсемпе, апат юлашкисемпе вараласа пӗтернӗ; ӑна кӗл тӑррипе ҫусан та тасатаймӑн, тасатасах тесен, тепӗр хут савалас пулать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пушмак тӗпӗнчи чӗриклетекен сасӑ пӳрт алӑкӗ уҫӑлса хупӑнсан тин илтӗнми пулчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Инструментне тепӗр хут ҫӗклесе Гез тискер фиоритурӑсем, йӑлӑхтармӑш чӗриклетекен диссонанссем кӑларма тытӑнчӗ — ҫапла курнӑҫланса вылянинчен ӑнлантӑм — манӑн каймалла.
ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Каҫсерен старик чӗриклетекен кӗнекисене уҫать те мана магие вӗрентет.По вечерам старик открывал свои скрипящие книжищи и посвящал меня в магию.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Карапсен типсе шултӑрканӑ хӳрисенче, ҫил ирӗклӗн ашкӑнса вӗрекен, ҫумӑр шывӗ шампӑртатакан трюмӗсенче, ҫӗрӗшнӗрен хурлӑхлӑн чӗриклетекен капитан рубкисенче гавань ҫапкаланчӑкӗсем хӳтлӗх тупнӑ е пурӑнкалаҫҫӗ темелле-и…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Шлюпка шхуна ҫумӗнчех; шхунӑн тахҫанах пере-пере шӑтарнӑ вараланчӑк борчӗ тӑнӑҫлӑн тӗлӗрет; мачтӑсем, штагсем тӗлӗреҫҫӗ, иллюминатор кантӑкӗсем ыйхӑллӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; ватӑ карапӑн чӗриклетекен, кахал шӑплӑхӗ тунсӑхлӑ канӑҫлӑхпа, ҫул ҫӳревҫӗн пӗчченлӗхӗпе сывлать, хайхискер вара юхӑнтарса янӑ ҫӗр ҫулхи садра канать тейӗн, — унта хуҫӑк саксем мӑкпа витӗннӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вара Калюков каялла, вӑрман хӗррине тухрӗ, ҫил вӗрнӗ май чалӑша-чалӑша чӗриклетекен хӑвӑл ҫӑка ҫумне таянса, чылайччен тӑван ял ҫине пӑхса тӑчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Атя! — Уча ҫавӑнтах,хӑйӗн чӗриклетекен туйипе сиксе, малалла ыткӑнчӗ.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Килте пурте йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ: кухньӑри хуҫӑк ураллӑ тӗрлӗ сассемпе чӗриклетекен сӗтел ҫине куҫпа та пӑхмӑттӑм.В доме все опостылело: глаза бы не глядели на хромоногий, скрипящий на все лады кухонный стол.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Типсе кайнипе чӗриклетекен ҫак алӑк паян та пулин маншӑн ырӑ ӗҫ тутӑр.— Пусть эта рассохшаяся скрипуха хоть раз в жизни мне послужит.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Чӗриклетекен юр ҫийӗн чылайччен утрӗҫ.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чӗриклетекен алӑка хуллен уҫса пӳрте кӗчӗ те, ҫывӑракан ҫынсене вӑратас мар тесе хыпашлакаласа утса, хӑйӗн вырӑнне ҫитсе тӑчӗ.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫак самантра ҫенӗкри чӗриклетекен пусма тӑрӑх такам хӑпарни илтӗнчӗ.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сасси унӑн ватӑ ҫыннӑн пек чӗтревлӗ тухатчӗ, кабестанӑн чӗриклетекен рычагӗ евӗрне килетчӗ.Голос у него был стариковский, дребезжащий, визгливый, как скрипучая вымбовка.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унӑр куҫӗ умне хӑй ҫуралнӑ вырӑнсем, тусанлӑ хирсенчи ялсем, чӗриклетекен тарасаллӑ пусӑсем, кукӑр-макӑр та чӑнкӑ ҫыранлӑ Иргиз тухса тӑчӗ.
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Комисси хушнипе эпир чӗриклетекен урапасене тепӗр хут ҫу сӗрсе тухрӑмӑр; тӑвӑртарах хӑмӑтсене ҫӗнӗрен тӳрлетрӗмӗр т. ыт. те.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир Васькӑпа иксӗмӗр чӗриклетекен арча ҫине выртрӑмӑр.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.