Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрен (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ула Тимӗр пат чарӑнчӗ те, йӗнчесе, шалкӑм ҫапнӑ пек, шанк хытса тӑчӗ, чӗри шатӑр-шатӑр сиввӗн пӑчӑртанса-хӗсӗнсе илчӗ, чӗрен ҫыххи татӑлсах кайрӗ, тейӗн, куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, урисем, ваткӑланса, лӗнчӗрех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тутан ашӗ, ҫӑвар тути, Чӗрен ҫӑвӗ, тавтапуҫ!..

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӑс шикленсен, Эс чир — чӗрен иртми асапӗ, Анчах та шанчӑк ҫӗкленсен, Вӑл чӗрлӗх шывӗпеле сапӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗр кӑна кам калать-ши тесе ыйтмасть, — вӑл ӑна чӗрен кашни хӗлӗхӗпе туйса тӑрать, купӑса ҫакӑн пек кам ӑста калама пултарнине ӑна Укахви ҫеҫ мар, Атӑлкассинчи, Турикасри, Тутаркассинчи пур ҫамрӑксем те пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗлме юратаслӑх, — Сурдрег хӗр кӑкӑрӗ ҫумне чӗрен сулахай енчен хӑлхине сӗвенчӗ.

— Любопытство, — сказал Сурдрег, прикладывая ухо к ее груди со стороны сердца.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чӗрен сулахай енчен, кӗтмен ҫӗртен ыткӑна-ыткӑна тухса тата пытана-пытана, нӗрсӗр ҫӗлен авкаланать, ҫӳлелле ҫӗкленӗ, чечекпе тулнӑ ҫара алла сӑхать те сӑхать; сылтӑм енчен хӗрарӑмӑн ҫав тери чипер алли курӑна-курӑна каять, ыйткалакан старик шлепкине ылтӑн укҫа тӑкать те тӑкать.

Из левой стороны сердца, прячась и кидаясь внезапно, извивалась отвратительная змея, жаля протянутые вверх руки, полные цветов; с правой стороны высовывалась прекрасная голая рука женщины, сыплющая золотые монеты в шляпу старика-нищего.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ман чӗрен пӗр пайне илсе каятӑн ӗнтӗ эсӗ паян…

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Гавань ҫийӗн вара — ҫӗр-шывсен ҫӗр-шывӗнче, чӗрен пуш хирӗсемпе вӑрманӗсенче, шухӑшсен тӳписенче — Чӑна тухманлӑх йӑлтӑртатать; вӑл — ӗмӗрхи сунарӑн тӗлӗнмелле, вӑрттӑн пӑланӗ.

А над гаванью — в стране стран, в пустынях и лесах сердца, в небесах мыслей — сверкает Несбывшееся — таинственный и чудный олень вечной охоты.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак пӗтӗм кӳлеперен шанчӑксӑр иртнӗлӗх, чӗрен тӗттӗм кӗтесӗсен, притонсен, ҫӗҫӗ йӑлтӑртатӑвӗн, хӑрӑлти ҫилӗлӗхпе этем ҫӑмӗн, тепӗр чухне тигр ҫӑмӗнчен те тискертерех ҫӑмӑн, шӑрши сӑрхӑнать-ҫапать.

От всей этой фигуры веяло подозрительным прошлым, темными закоулками сердца, притонами, блеском ножей, хриплой злобой и человеческой шерстью, иногда более жуткой, чем мех тигра.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Пӗлеймерӗ: те — «хӑйӗн» ӗҫӗн объекчӗпе, мӗнле калас, хӑнӑхман, лӑпкӑ, вӑрттӑн лару-тӑрура тӗл пулнӑран, те — чӗрен, ӳпкен, пӗверӗн, пуҫ мимин, куҫсен т. ыт. ӗлкисене унпа пӗрле вӑл палламан ҫынсем те тӗсенӗрен; чӑн та, вӗсем — вилӗ япаласем, анчах чӗрӗ ҫакнашкал механизмсене Коркин сахал мар пӗтернине ҫав ҫынсем пачах чухламаҫҫӗ.

Потому ли, что встретился с объектом своего «дела» в его, так сказать, непривычном, бесстрастно интимном виде, или же потому, что на модели, изображающие сердце, легкие, печень, мозг, глаза и т. п., смотрели вместе с ним незнакомые люди, далекие от подозрения, что такие же, только живые механизмы уничтожались им, Коркиным, — он не знал.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

— Анчах юратнӑ ҫынна курсан ҫавӑн пек ыратмалла-шим чӗрен?

— Но разве может так страдать сердце при виде любимого человека?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Чӑнах та ӗнтӗ, калаҫасса йывӑр калаҫатӑн, анчах санра чӗрен пысӑк чӑрсӑрлӑхӗ сисӗнет.

И хоть тяжело ты говоришь, но чувствуется в тебе большая дерзость сердца!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах та — аппарат хӑвӑртлӑхӗ кӗлеткен ҫӗр ҫинчи йӗркеллӗ хӑвӑртлӑхӗнчен пилӗк ҫӗр пин хут пысӑкрах пулсан, манӑн чӗрен таппи пӗр ҫеккунтра, енчен те аппаратри сехетпе шутлас тӑк, Петербургра юлнӑ сехетпе шутласан вӗҫев тапхӑрӗнче ҫеккунтра пилӗк ҫӗр пин хут тапнӑ.

Но, если скорость аппарата превышала в пятьсот тысяч раз нормальную скорость движения тела на земле, то скорость биения моего сердца один удар в секунду, — если считать по часам, бывшим в аппарате, — увеличилась в пятьсот тысяч раз, то есть — моё сердце билось во время полёта пятьсот тысяч ударов в секунду, считая по часам, оставшимся в Петербурге.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӗмӗтленес ӗмӗтне те купӑста тунине тӳнтернӗ евӗр лачӑрах качлаттарчӗ, таса вутпа ҫунакан чӗрен хӗрхӗлтӗм кӑварӗ ҫине витри-витрипех мӑшкӑлтӑк шывӗ чашлаттарчӗ, сӳнтерчӗ ырӑ шанӑҫа», — тесе, ача умӗнче тӳрре тухма тытӑнсан хам, ун тӗлне ӳлӗннӗ ҫылӑхӑма май пур таран йӑвашлатма пикенсе пӑхас тесен?

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эсир ман хуйхӑма, чӗрен вӑрттӑнлӑхне пӗлсе, хӑвӑр ҫывӑх ҫыннӑр асапӗнчен мӑшкӑлласа кулмалли япала туса хутӑр.

Вы проникли в тайну моего горя и сделали себе игрушку и посмешище из страдания вашего ближнего.

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫакӑнта, ҫав пысӑк тӗкӗр ҫинчи пек курӑнать те ӗнтӗ чӗрен, ӑсӑн кашни хусканӑвӗ.

Это было большое, чистое зеркало, где отражалось каждое движение ума и сердца.

Пӗр-пӗччен чухне // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Эпӗ хам ҫине сире мӗнле канаш парас сӑмаха илнине пӗлетӗр эсир, сирӗн аннӳ мӗн тӑвасшӑн пулнине тата вӑл мана мӗн ҫинчен ыйтнине пӗлетӗр эсир, — анчах эсир пӗлмен, халӗ ун ҫинчен эпӗ каламасӑр тӑма пултарайман япала пур, — эпӗ сире юрататӑп, пуҫласа юратса пӑрахнӑ чӗрен мӗнпур кӑварӗпе юрататӑп!

Вы знаете, какой совет я взял на себя преподать вам, вы знаете, чего желает ваша матушка и о чем она меня просила, — но чего вы не знаете и что я обязан вам теперь сказать, — это то, что я люблю вас, люблю со всею страстью сердца, полюбившего в первый раз!

XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Анчах та, укҫа шыраса ҫын ещӗкне кӗрсе кайнинче лайӑххи нимӗн те ҫуккине туйса, ман чӗрен тахӑш кӗтесӗнче тапаланакан совӗҫ (намӑс) юлашкийӗсем шӑппӑн шавлама та ӳлеме пуҫларӗҫ.

Но так как, конечно, ничего замечательного в том, чтобы лезть за деньгами в чужой ящик, не было, то остатки совести, которые слабо барахтались где-то в моем сердце, подняли тихий шум и вой.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах ку ӗмӗте манас марччӗ-ха, чӗрен чи улах кӗтесӗнче ачашласа усрасчӗ…

Но когда вырасту, всё равно посажу много-много слив.

Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.

Вӑл чавси ҫине ҫӗкленет, ҫатрака хытхура тӗмӗ хушшинче нимӗн ӑнланмасӑр пӑхса, аранах пысӑк чӗрен кӳлепине уйӑрса илет.

Он приподнимается на локте, недоуменно смотрит сквозь плетнистый бурьян и с трудом различает очертания большого ежа.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех