Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнӗнчен (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.

Кучер мой сперва уперся коленом в плечо коренной, тряхнул раза два дугой, поправил седелку, потом опять пролез под поводом пристяжной и, толкнув ее мимоходом в морду, подошел к колесу — подошел и, не спуская с него взора, медленно достал из-под полы кафтана тавлинку, медленно вытащил за ремешок крышку, медленно всунул в тавлинку своих два толстых пальца (и два-то едва в ней уместились), помял-помял табак, перекосил заранее нос, понюхал с расстановкой, сопровождая каждый прием продолжительным кряхтением, и, болезненно щурясь и моргая прослезившимися глазами, погрузился в глубокое раздумье.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Юлашкинчен эпӗ Чушкӑна мӑйӗнчи чӗнӗнчен тытса пичке ҫине улӑхтарса лартрӑм, хӑйне какай патӑм.

Наконец я схватил Чушку за ошейник, поставил на бочку и дал ей мяса.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Виталий хуткупӑс чӗнӗнчен пушаннӑ сылтӑм аллине хӗр пилӗкӗ ҫине хучӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хӑвӑн влаҫна ӑҫта, йӗнер чӗнӗнчен ҫакса ҫӳретӗн-и?

— Где ты ее возишь, свою власть, в тороках?

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун умӗн темиҫе минут маларах лутака кӗлеткеллӗ, хыпаланчӑк, питҫӑмартисене кӑвак шӑрт пусса илнӗ, макӑрса пӗтнӗ, куҫ хукаххисем усӑнса аннӑ тӑртанчӑк куҫлӑ полковник хурал начальникне портупей чӗнӗнчен яра-яра тытрӗ, мӗскӗн сасӑпа селӗппӗн тем-тем каларӗ, сӑмсине шӑнкарта-шӑнкарта, чӗлӗм туртса сарӑхнӑ мӑйӑхне, куҫӗсене, чӗтрекен тутине таса мар сӑмса тутрипе шӑла-шӑла илсе, унтан ав темле сасартӑк перӗнес шухӑш тытрӗ…

За несколько минут до этого полковник, маленький, суетливый, с седой щетиной на щеках, с заплаканными, пыхлыми, сумчатыми глазами, хватал начальника караула за ремни портупеи, что-то жалко шепелявил, сморкался и вытирал нечистым платком прокуренные усы, глаза и дрожащие губы, а потом вдруг как-то сразу решился…

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сулахай аллипе вӑл каскине чӗнӗнчен тытнӑ, сылтӑмипе, васкаса, пистолет кобурне хырӑмӗ ҫинчен аяккинелле шутарать.

В левой руке он держал за ремешок каску, а правой, спеша, передвигал с живота на бок кобуру пистолета.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Эпӗ санӑн картишӗнчен кӑна ҫапла ҫуран утса тухатӑп, урамра мана хамӑн автомобиль кӗтсе тӑрать, — шӳтлесе илчӗ чун хавалне ҫухатман подпоручик, унтан, Половцев йӗнер ҫине утланса ларсан, йӗнер пускӑчин чӗнӗнчен ярса тытрӗ те: — Ну, князь, тӑшман станне ҫитиччен, сиккипех вӗҫтер, эпӗ ҫуран та каях юлмӑп-и, тен, — терӗ.

— Это я только с твоего двора, а там на улице меня ожидает собственный автомобиль, — пошутил духа не сронивший подпоручик и, дождавшись, пока Половцев сел в седло, взялся за стремянной ремень: — Ну, скачи, князь, до вражьего стану, авось я пешой не отстану!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех