Шырав
Шырав ĕçĕ:
чӗнтӗрсене (тĕпĕ: чӗнтӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӗнтӗрсене ытараймасӑр хӑпартӑмӑр, — пӳрт ҫинелле кӑтартрӑм эпӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унтан темиҫе ҫӳлӗк ҫине тӗркесем, кӗленчесем, килти эмел курӑкӗсем, пластырьсем, спирт, порошоксем, тӗтӗрмелли шӑршлӑ кӑмпа курупкисем хурса тултарнӑ; ялти кирек хӑш ҫуртра, хуҫалӑха ҫирӗп тытакан хӗрарӑмӑнни пек, супӑнӗ те, чӗнтӗрсене, ҫи-пуҫа тасатмалли имҫамсем те, тата тем те пӗр те, тем те пӗр те унтах.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Турӑҫӑм, вӗсем пӗр-пӗрне апат-ҫимӗҫ мӗнле пӗҫерсе хатӗрлессине ҫеҫ пӗлтермеҫҫӗ, хуҫалӑхри ытти ӗҫсене те: пир ҫип, ҫӗвӗ, кӗпе ҫӑвас енӗпе, чӗнтӗрсене, перчеткесене тасатас енӗпе, тӗрлӗрен материалсем ҫине лекнӗ хура пӑнчӑсене мӗнле пӗтерес енӗпе, килте тӗрлӗ курӑксенчен эмел мӗнле хатӗрлес енӗпе — авалтан пухӑнса пынӑ ҫак ӑслӑлӑхсене йӑлтах вӗсем пӗр-пӗрне вӗрентеҫҫӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1