Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнтерсе (тĕпĕ: чӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Степан Иванович, сӗтел хушшине лар-ха, тархасшӑн! — Ҫтаппан тепӗр хут чӗнтерсе тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫиес килсен чӗнтерсе тӑраттӑм-и вара?

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Район тухтӑрӗ ҫырнине шанмасӑр тӗп хуларанах тепӗр тухтӑр чӗнтерсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Виҫӗмкун вара Думитруна стройтрестри парткома чӗнтерсе пирвайхи арӑмӗн ҫырӑвне кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӑнӑшасси мӗн пулман, Хӑй ывӑлне чӗнтерсе Емелене итлеме Хушнӑ ӑна пиллесе.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл чӗнтерсе юмахларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан земски начальник патне чӗнтерсе, хӑйне сӑтӑр кӳнишӗн тесе, Ҫтаппанӑн икӗ ят ҫӗрне туртса илет, хуралтисене сӳттерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Юмӑҫ карчӑка ӗҫке чӗнтерсе вӑл хӑй пуяннине, тӳре-шарасемпе туслине ҫеҫ мар, ӑна тухатмӑшсемпе шыврисем те пӑхӑнса пурӑннине, унпа никам та тавлашма пултараймасса кӑтартасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян шӑпах сана, чӗнтерсе калаҫасшӑнччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахматека чӗнтерсе ӗҫ хушрӗ: аттене асӑнма, ҫав ятпа мӑрсасене сӑйлама темиҫе така тупса пар терӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттеней те ҫав кунсенче староста хӑйне тепре чӗнтерсе хӑратма хӑтланни ҫинчен сахал мар шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх саланса пӗтнӗ-пӗтмен калпайсене чӗнтерсе килтернӗ Тӗмеркке, вӗсене кам улталанине каласа панӑ, лӑйӑх кӑна хӑналаса янӑ…

Когда большая часть людей, отобедав, разошлась, Тимеркке повелел привести обманутых Яндулом чиновников и, угостив от всей души, рассказал, кто подшутил над ними…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пухуран кайсанах исправник старостана чӗнтерсе кӑларать.

Вернувшись со схода, исправник тут же призвал к себе старосту.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пристав малтанах стараста патне кӗрсе апат ҫирӗ, шущиксене чӗнтерсе ял тӑрӑх тухса утрӗ.

Разомлевший от жары пристав отобедал у старосты и, велев созвать счетчиков, пошел по деревне.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Епархире пӗлӗҫ, чӗнтерсе ятлӗҫ, вырӑнтан хӑваласа кӑларӗҫ.

Узнают в епархии — выгонят из прихода с позором.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Левентей ҫынсем кӳршӗ колхозри Зейнаб ҫинчен нумай калаҫнине илтрӗ те, хӑйӗн звеньевойне чӗнтерсе, ӑна канаш пачӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пархатарлӑ Марине кинемей Питрав кунӗнче ятарласах Сарт Ҫеменне хӑналарӗ, Павлушӑн менелникӗ ячӗпе Хӗветӗре чӗнтерсе така пустарчӗ, тултармӑш та туса ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев, Антонина Павловнӑна чӗнтерсе, каллех Павлуша Хусана вӗренме ярасси ҫинчен сӑмах тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсене ӗҫрен никам та хӑтарма е депутат полномочийӗнчен чӗнтерсе илме пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Вилме выртсан хӑйӗн Кивӗ Мертлӗре юлнӑ Нина хӗрӗшӗн, ӑна пӑхса ӳстерейменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, ӑна хӑй патне Кивӗ Мертлӗрен килме чӗнтерсе янӑ, пӑхса ӳстерейменнишӗн кулянса каҫару ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех