Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнтерет (тĕпĕ: чӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян акӑ, хӑвна чӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Унтан, пӑртак лӑплансан, чӗнтерет Мулентее — Пӗрле асап курна шӑпӑрӑҫ мучие…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ут ҫинчен анать те васкаса шал-пӳртне Урха кӗрсе каять арӑмӗпе пӗрле; Чӗнтерет вӑл унта Туйсара, пултӑрне.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак паян юманлӑх ашӗнче, Ҫавалӑн сылтӑм сӑртлӑ енче, Ентимӗр чӗнтерет халӑха Урха пусмӑрланӑ тӑлӑха.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ялти хурӑнташсене, паллӑ пӗлӗшсене Урха килне чӗнтерет хӑй килнӗ ячӗпе: «Вырӑс патши кӑмӑлне, сарлака ырлӑхне Тав тӑвас та ӗҫес йӳҫнӗ пыл сӑрине», Тет арӑмне Урха йӑл-йӑл ҫеҫ кулса Аслӑ пӳртӗнче каллӗ-маллӗ утса.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа та Урхана Воевотӑ чӗнтерет, Парнепеле патшана Хисеплеме систерет.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Акӑ халь каллех ӑна Петр Макарович хӑй патне чӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗррехинче ҫапла мана аэропорт начальникӗ чӗнтерет те задани парать: кӑнтӑр енчи пӗр вӑрмана хайхи сар нӑрӑ тапӑннӑ, ҫавӑнта кайса гексахлоран сапса тухмалла, тет…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ман шутпа, трактирта пулса иртнӗ ӗҫсемшӗн чӗнтерет вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн ӗҫпе чӗнтерет ку пире? — ыйтрӗ Макҫӑм.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрле, ҫакӑн пек тӗттӗмре кам чӗнтерет пуль ӑна?

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Горбатый-Шуйскин вайпут хӑй патне чӗнтерет вӗсене, — шутларӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑт ҫитсен чӗнтерет ак сана…

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кам пултӑр, хуҫа чӗнтерет.

— Хозяин, кто ж еще.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук чӗнтерет иккен.

Ага, Ивук, значит, приглашает.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чаххуткаллӑ псаломщик, Шӑмӑршӑ енчен килнӗ чӑваш, Миккие хӑй патне чӗнтерет.

Чахоточный псаломщик — чуваш из низовых — подзывает к себе Микки.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Айӑпа кӗнӗ ҫынсене «Элексантӑр атте» пӗрерӗн-пӗрерӗн хӑй патне чӗнтерет, ҫырма хатӗрленсе умне шур хут листи кӑларса хурать.

Отец Александр вызывает провинившихся по одному к себе и, разложив перед собой чистый лист бумаги, говорит:

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун йӑли ҫавӑн пек: кӑнтӑрла вӑл боярсене, тӗрлӗ ҫӗр-шывсенчен килнӗ элчӗсене йышӑнать, каҫхине е ҫӗрле пысӑкрах ӗҫсенчен пушансан хӑйне кирлӗ ытти ҫынсене чӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялан кремле чӗнтерет ӑна, унпа ханлӑхри тӗрлӗ ӗҫсем пирки калаҫса ларать, анчах мӗнле те пулин сӗнӳ парсан ӑна нихҫан та йышӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗт сӗрме купӑс калама ӑста пулнӑран, мӑрса ӑна хӑйӗн ӗҫкисене чӗнтерет, ӗҫкӗ хыҫҫӑн ӑна ӳсӗррипе ӳсӗр маррине пӑхмасӑр яланах лавпа леҫтерет.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех