Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗннисем (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туя чӗннисем пухӑнса ҫитсен, ҫӗнӗ мӑшӑра кӗтме тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗннисем пӗри те килмерӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Таня Богуцкая хваттерӗнче кӗҫӗр пӗчӗк уяв пуласса пӗлсен, унта чӗннисем каҫ пуласса чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл шутлани тӳрре килчӗ — Кӑкшамарти княҫсемпе мӑрсасем, ҫӗрпӳсемпе улансем, чӗннисем те, чӗнменнисем те, пурте тенӗ пекех ҫармӑс мӑрси патне пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗннисем хушшинче вырӑссем те пур-ҫке, мӗнле кӑшт асӑрхануллӑрах, сӑпайрах пулмалла мар вӗсен умӗнче?

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак ҫын кам иккенне тӗплӗн пӗлме просвир пӗҫерекен Ерданскаяна хушса хӑварса, хула ҫыннисем, чансем янӑратнӑ май, килӗсене кукӑль ҫиме саланчӗҫ, Помялов хӑй патне каҫхи чей ӗҫме чӗннисем — ун патне, хӑмла ҫырли пахчине кайрӗҫ.

Поручив просвирне Ерданской узнать подробно, кто этот человек, горожане разошлись, под звон колоколов, к пирогам, приглашённые Помяловым на вечерний чай в малинник к нему.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Сасӑсем, хӗр юррисем, лавҫӑсем пӗр-пӗрне кӑшкӑрса чӗннисем, урапа чӗриклетнисем кӗрхи уҫӑ сывлӑшра янӑраҫҫӗ.

В прозрачном осеннем воздухе звонко раздавались голоса, девичьи песни, окрики возчиков, скрип телег.

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӑхса тӑракансен ушкӑнӗнче тӗлӗнсе сӑмах чӗннисем илтӗнсе каяҫҫӗ: айӑпланакан ҫын преступлени вырӑнӗ ҫинчен пуринчен малтан асӑнать.

В толпе зрителей раздаются возгласы удивления: обвиняемый первый упоминает о месте преступления.

LXXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӑл е пит юратса чӗннисем, е такама вӗлерни ҫинчен ним ҫыхӑнусӑр калаҫса выртнисем пулнӑ.

Это был то призыв страстной любви, то бессвязные речи о каком-то убийстве.

L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Маскарада чӗннисем шкула каҫхине вунпӗр сехет тӗлне пыма пуҫларӗҫ.

Приглашенные на маскарад стали собираться в школу к одиннадцати часам.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Йыхрав хутне хӑвӑр чӗнес текен ҫынсем патне пурин патне те, малтан сӑмах вӗҫҫӗн чӗннисем патне те, ямалла.

Приглашения рассылают всем приглашенным, даже тем, которые раньше были приглашены устно.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӑл леш вӑрмантисем ҫинчен, хӑйне анне тесе чӗннисем ҫинчен шухӑшланӑ.

Она думала о тех в лесу, о всех тех, что называли ее матерью.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Колхозри комсомолецсене Татьяна илсе килчӗ, мӗнпур ҫӗнӗ япалана ырӑ та уҫӑ кӑмӑлпа кӗтсе илекен Авдотья та, пурне те пӗлме тӑрӑшакан, халӑхпа пӗрле пулма юратакан Василиса асанне те, ваттисен хисеплӗ представителӗ пулса Матвеич та, юлташӗсемпе пӗрле Петр та килчӗ, чӗннисем пурте килчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн, комсомолецсен ырӑ ӗҫӗпе интересленсе, чӗнменнисем те килме пуҫларӗҫ.

Пришли колхозные комсомольцы с веселой Татьяной во главе, пришла доброжелательная и отзывчивая на все новое Авдотья, явилась любопытная, общительная бабушка Василиса, пришел Матвеевич в качестве почетного представителя старшего поколения, пришел Петр с товарищами, пришли все званые, а за ними потянулись и незваные, заинтересованные необычайной затеей комсомольцев.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Райком ларӑвне чӗннисем ирхи апата пурте пуҫтарӑнчӗҫ, вӗсен хушшинчи мӗнпур калаҫу та десант пирки кӑна пулчӗ.

На завтрак собрались все приглашенные на заседание райкома, и все разговоры между ними шли только о десанте.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫухалнӑ юлташне шыракан нимӗҫсем вырӑсшӑн тӗлӗнмелле сасӑпа кӑшкӑрашса чӗннисем те илтӗннӗ ӗнтӗ:

Уже слышны были странные для русского уха крики немцев, зовущих пропавшего товарища:

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

14. Вӗсем Путекпе вӑрҫӑ вӑрҫӗҫ, Путек вӗсене ҫӗнтерӗ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи, патшасенӗн Патши; тата Унпа пӗрле — чӗннисем, суйласа илнисем, шанчӑклисем, терӗ.

14. Они будут вести брань с Агнцем, и Агнец победит их; ибо Он есть Господь господствующих и Царь царей, и те, которые с Ним, суть званые и избранные и верные.

Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Хуҫи каланӑ ӑна: «эппин, ҫулсем-сукмаксем тӑрӑх кай, ҫатан-вӗрлӗк таврашне ҫитсе ӳкӗтлесе ҫӳре, ҫуртӑм туллиех тултӑр. 24. Калатӑп сире: ҫав чӗнсе хунисенчен манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗме пӗри те ӗҫсе ҫиеймӗ: чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.

23. Господин сказал рабу: пойди по дорогам и изгородям и убеди придти, чтобы наполнился дом мой. 24. Ибо сказываю вам, что никто из тех званых не вкусит моего ужина, ибо много званых, но мало избранных.

Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Унтан ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенисене Хӑй патне чӗннӗ; чӗннисем Ун патне пынӑ.

13. Потом взошел на гору и позвал к Себе, кого Сам хотел; и пришли к Нему.

Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Патша вара тарҫисене каланӑ: «алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ. 14. Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.

13. Тогда сказал царь слугам: связав ему руки и ноги, возьмите его и бросьте во тьму внешнюю; там будет плач и скрежет зубов; 14. ибо много званых, а мало избранных.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех