Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнменччӗ (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир нихӑшне те чӗнменччӗ, анчах вӗсем, килсе тулчӗҫ те пире ҫакса, касса, ҫунтарса, персе вӗлерме тытӑнчӗҫ, эпир юн тӑкса илнӗ ирӗклӗхе пӗтерсе лартма хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Цэрнэ ҫак вӑхӑтчен нимӗн те чӗнменччӗ, сӑнӗ кӑна унӑн палӑрмаллах тӗксӗмленнӗччӗ.

Цэрнэ, который до этого молчал и только хмурился.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах, темшӗн-ҫке ӑна Джанали туйне чӗнменччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫакна курма чӗнменччӗ эпӗ сана, Павлуш, — терӗ, кӑшт лӑплансан, Антонина Павловна.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл кӗтмен хӑна пулчӗ, мӗншӗн тесен ӑна никам та чӗнменччӗ.

Он появился позже всех и оказался совсем нежданным гостем.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗренекенсене никам та чӗнменччӗ, анчах вӗсем, ирпеле калаҫса татӑлнӑ пекех, Ракитинсен ҫурчӗ патне пухӑнчӗҫ.

Никто не созывал учеников, но утром, точно по сговору, они собрались у избы Ракитиных.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех