Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнменнине (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав пурлӑха куллен пухса Хӑш чух ҫука тӑрса юлатпӑр, Хӑш чух никам ҫӑвар уҫса Сӑмах чӗнменнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Макҫӑмпа Ҫтаппан ҫав-ҫавах чӗнменнине кура, кӗмӗле чӑн та вӗсем ҫаратнине ӗненсе хушса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Никам та сӑмах чӗнменнине кура: — Эпӗ утмӑл икӗ пус паратӑп! Тата кам хушать?! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл вӗсене ҫине-ҫине тепӗр хут аса илсе каларӗ, Завьялова пӗрех май ыйтусем пачӗ, анчах унӑн инструкторӗ, ҫак самантра Павликшӑн тӗнчери чи хаклӑ ҫын пулнӑскер, тем питӗ шухӑша кайса пынине, питех чӗнменнине ытла тӑруках асӑрхамарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара вӑл хӑй мӗншӗн нимӗн те чӗнменнине чунӗ ыратмаллах ӑнланса илчӗ: ҫак халӗ хӑй ҫав тери курайми пулнӑ ҫын унӑн, Завьяловӑн, чунне ытла та сӗмсӗррӗн кӗрсе пӑхрӗ те Завьялов никама та, хӑйне хӑй те курма ирӗк паманнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Укаҫ ҫаплах чӗнменнине кура печӗ хучӗ Тимуш:

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ӗнер Турунов ман пата кӗрсе тухрӗ, — Сидоркин чӗнменнине кура сӑмах хушрӗ Брянцев.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрарӑм ним те чӗнменнине кура Таранов калаҫӑва урӑх йӗр ҫине ӳкерме пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Халь те хайхискер, ывӑлӗ хирӗҫ чӗнменнине тата ҫаплах пирус ӗмнине кура, сасартӑк хӗремесленсе кайрӗ, кӑвак куҫне алтӑр пек чарса пӑрахса хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Вӑл чӗнменнине курсан, Паҫук ытах та хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ чӗнменнине кура, вӑл малалла палкать:

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Кам пӗлет, тен, ӑҫта та пулин ют ҫӗрте пуҫна хумалла пулӗ! — терӗ амӑшӗ ывӑлӗ мӗн пирки нимӗн те чӗнменнине туйса; вӑл вара хӑйӗн куҫҫульне аран-аран тытса чарчӗ.

И еще голову сложишь где-нибудь на чужбине! — продолжала она, чувствуя, что означает молчание сына, и с трудом удерживая слезы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлташӑм пирус чӗртрӗ те, эпӗ чӗнменнине кура, хӑйӗн лекцине малалла вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Карчӑк чӗнменнине кура, иккӗленерех хушса хучӗ: — Нивушлӗ — Кольӑран?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫтаппан хӑйне ырӑ ӗҫпе чӗнменнине килте чухнех туйнӑччӗ, халь ӑна йӑлтах ӗненсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Боярин чӗнменнине кура Шигалей каллех ӳпкелешме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ильмук чӗнменнине кура Енчӗпек урайне вырӑн майлаштарчӗ.

Ильмук молчал, и Ендебек исполнила то, о чем он просил.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Никам та чӗнменнине кура пуҫ курӑнми пулать.

Не получив ответа, голова скрывается.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук самай вӑхӑт кӗтсе тӑрать те Ухтиван нимӗн чӗнменнине кура тарӑхса каять.

Видя, что из Ухтивана ничего не выжмешь, Ивук продолжает:

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ӑс парсан, тем пекчӗ, — Галимджан чӗнменнине кура сӑмах хушрӗ Ятман, — тӗрӗссипе калатӑп.— Эпӗ ним тума алӑ ҫитерейместӗп.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех