Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнмен (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Петрович пукан ҫине йывӑррӑн усӑнса ларнӑ та пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Санран пытармалли ҫук ӗнтӗ, Орлова юлташ, — тенӗ вӑл юлашкинчен лӑпкӑ сасӑпа, анчах малалла пӗр сӑмах та чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович ҫийӗнчех чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хресченсем чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Урӑх никам та чӗнмен

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна Сантӑркка пӗлмест, мӗншӗн тесен хӑйсем те никама та хӑнана чӗнмен, хӑйсене те чӗнекен пулман-ха.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Инженер та мар, геолог, — куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ вӑл пӗр сӑмах чӗнмен Роза ҫине.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирӗҫ пӗр сӑмах чӗнмен ҫынпа харкашма ырах мар пек туйӑнчӗ-ши, мӗн-и — Хумкка та тем мӑкӑртатрӗ те, алӑка шаплаттарса хупса, урамалла тухса шурӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ху чӗнмен пулсан, палласа та илес ҫукчӗ сана.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пятакаев хӑй юратман, хӑй чӗнмен ҫын пырса кӗрсен, аптрасах ӳкет, ним тума пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

— Эп чӗнмен сана кунта.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗнмен хӑнана чи малтан Нюҫҫа асӑрхарӗ, тус-тантӑшне пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах кашнийӗнчех Ваҫиле нимӗн те чӗнмен, — тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ, унӑн намӑссӑр куҫӗсене курас килменрен.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вите, маччана ҫакнӑ икӗ хунара пула вӑйсӑр ҫутӑлнӑскер, чӗнмен хӑнана шӑк, тислӗк, улӑм шӑршипе, канӑҫлӑ ӑшӑпа кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах Виктор чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Туйне кӳршӗсенчен никама та чӗнмен те — арӑмӗ унта-кунта иртсе ҫӳренипе кӑна куркалаттӑмӑр чӳрече витӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Кунта вара Петӗр тӗрӗслӗх пирки сӑмах чӗнмен.

Теперь уж Петр не стал вопрошать о справедливости.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Мӗншӗн никама та чӗнмен?

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Авланса мӑя хӑмӑт тӑхӑниччен Герасим Федотович тӑван ялӗнче кашни ҫулах пулнӑ, анчах пиччӗшӗ ӑна хӑнана пӗрре те чӗнмен.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Никам та чӗнмен вӗсене!..

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех