Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнеймен (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Петрович урӑх чӗнеймен.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович урӑх нимӗн те чӗнеймен.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сӑнтан ӳкнӗ арӑмӗ тарӑхса пӑхкаланӑ, упӑшкине хирӗҫ чӗнеймен, шӑлне ҫыртса йынӑша-йынӑша илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аслӑ князь унран мӗнле те пулин канаш ыйтнӑ пулсассӑн та Шигалей пӗр сӑмах та чӗнеймен пулӗччӗ, мӗншӗн тесен кунта илтнӗ хыпарсем ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй шӑппӑн кулнӑ, чӗтӗренӗ, анчах урӑх ҫӑвар уҫса та чӗнеймен.

И улыбалась ему, и дрожала, и ничего не могла вымолвить.

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ак ҫакӑнта, ҫӗр ҫинче, тӑрас пулсан пӗр сӑмах та чӗнеймен пулӑттӑн!

А стоял бы здесь, на земле, пикнуть бы не посмел!

Качака путекки кашкӑра вӑрҫни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Темиҫе самант хушши никам та нимӗн те чӗнеймен.

Несколько секунд длилось молчание…

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Темиҫе самант хушши Фома хускалайман та, чӗнеймен те, вӑл сехӗрленсе, тӗлӗнсе, ашшӗ ҫине пӑхса тӑнӑ, унтан, сасартӑк сиксе ӳксе, унӑн пуҫне ҫӗр ҫинчен ҫӗкленӗ, пичӗ ҫине тинкерсе пӑхма пуҫланӑ.

Несколько секунд Фома не двигался и молчал, со страхом и изумлением глядя на отца, но потом бросился к Игнату, приподнял его голову с земли и взглянул в лицо ему.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫуратас вӑхӑт ҫитсен, — ку вӑл хура кӗркунне, пӗр ирхине пулнӑ, — арӑмӗн малтанхи асаплӑ кӑшкӑравне илтсенех, Игнат шуралса кайнӑ, вӑл темӗскер каласшӑн пулнӑ, анчах нимӗн те чӗнеймен, вара аллине ҫулнӑ та, арӑмӗ ӑшталанса выртакан каҫхи пӳлӗмрен тухса, аялти хута вилнӗ амӑшӗн кӗлӗ пӳлӗмне аннӑ.

Когда наступило время родов, — это было рано утром осеннего дня, — при первом крике боли, вырвавшемся у жены, Игнат побледнел, хотел что-то сказать ей, но только махнул рукой и — ушел из спальни, где жена корчилась в судорогах, ушел вниз в маленькую комнатку, моленную его покойной матери.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хумханнипе пӗри те сӑмах чӗнеймен.

Никто ничего не мог произнести от волнения.

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Анчах тӑванӗсем ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнеймен: вӗсем ун умӗнче аванмарланса тӑнӑ.

Но братья его не могли отвечать ему, потому что они смутились пред ним.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех