Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлӗрен (тĕпĕ: чӗлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫӑкӑр чӗлли касать те каснӑ чӗллине татах каялла арчана урать, вара хӑйӗн умӗнчи икӗ чӗлӗрен пӗрне ачине парать.

Делая вид, что отрезает ломоть от краюхи, мать убрала ее в хлебную корзинку, ему же подсунула один из своих собственных кусков.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Юмӑҫ пӗр авӑк хашлатса та ахлатса сывлать, тутипе вӗрсе аяккинелле сурать, унтан, хӑй тӗлӗнчен ҫӳҫне кӑштах сирсе: «Селиме, ҫак чӗлӗрен пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫи, — тесе, ҫерҫи пуҫӗ пысӑкӑш ҫӑкӑр хуҫса парать, — аҫу калас сӑмахран ан тух, пике, кирек хӑҫан та ӑна итленӗ пул», — тесе хурать.

Какое-то время ворожея молча пыхтела, вздыхала, дула по сторонам, откинув от лица волосы, заговорила: «Селиме, съешь вот этот хлеб, — она отщипнула от ломтя кусочек величиной с воробьиный клюв, — и слушайся отцовского слова, что бы и когда бы ни случилось…»

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех