Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхӳпе (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑмӑкӑм, тӑна кӗр, сан чӗлхӳпе усал сывлӑш калаҫать.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан чӗлхӳпе эсӗ ху мар, усал сывлӑш калаҫать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗри ҫатма ҫулаттармалла сана; чӗлхӳне пулах тамӑк хуранӗнче ҫунӑн, чӗлхӳпе ҫамрӑксен ӑсне ҫавӑратӑн», — терӗ карчӑк, мана ҫатмапа хӑмсарса.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чӗлхӳпе пӗрле пуҫна та ҫухатӑн!

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗлхӳпе эс адвокатпа пӗрех, ӗҫӳпе…

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

— Шуйттан калаҫать санӑн чӗлхӳпе, ылханлӑ этем!

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пырса ҫыхлан-ха эс вӗсен ҫумне хӑвӑн пӗлӳ-пӗлмӳ чӗлхӳпе, ҫырмана мӗнле кӗрсе ӳкнине сиссе юлаймӑн.

А попробуй свя-жисьснимисо своим таловым языком — не успеешь моргнуть, как в речке окажешься.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Тем те персе ярӑн ҫав чараксӑр чӗлхӳпе.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах вӑл ҫӑварне аллипе хупларӗ, чарусӑр чӗлхӳпе тем персе ярӑн ҫав, турӑ каҫартӑрах.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн вара, чӗлхӳпе сӑрта ҫулласа тикӗслӗп, терӗн-им?

— Что же, ты думал языком гору слизать?

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Санӑн чӗлхӳпе Эреннийсенчен пӗри каланӑ пирки иккӗленместӗп эпӗ…

— Что твоими устами говорит одна из Эринний, я не сомневаюсь.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тамӑкра вара шуйттансем кӑлпаснике ҫухавинчен ярса тытаҫҫӗ те ҫатма ҫине лартаҫҫӗ — шаритлен, чунӑм, ташла вӗри ҫатма ҫинче, унтан тата вӗрекен смала ӑшӗнче ларӑн та хӗртнӗ тимӗре чӗлхӳпе ҫуллӑн…

А в аду черти схватят колбасника за шиворот — и на сковородку: поджарься, голубчик, потанцуй на горячей сковородочке… потом в кипящей смоле посидишь да раскаленную плиту языком полижешь…

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ан васка, тусӑм, — тенӗ кулса Тилӗ, — пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ пур — хӳререн пуҫласа, чӗлхӳпе пӗтерӗп.

— Не беспокойся, приятель, — смеясь сказала лиса, — всему свой черед — начну с хвоста, а кончу языком.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Чӗлхӳпе ҫулама ан васка.

— Погоди облизываться.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Йӑлӑнса каланӑ сӑмахӑмӑра, тархасшӑн, ан пӳлсем, лапкӑ хумупа илтсе, шӑнкӑр чӗлхӳпе тавӑрса каласамччӗ пире, хисеплесе килнӗ тарҫусене.

Не перечь ты нашему слову, молим тебя, умоляем, а послушай нас своею ласковой волной да скажи нам, почитающим тебя рабам твоим, своим звонким языком.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кун пек чух вара калаҫиччен калаҫманни лайӑхрах, пӗлнӗ-пӗлмен чӗлхӳпе тӳрмен сӑмах перӗн ярӑн.

Так что уж лучше сидеть да больше помалкивать, не то выпалишь какую-нибудь глупость не к месту.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Эсӗ ҫавна мана чӗлхӳпе ҫуласа тасатса паратӑн!

— Ты языком вылижешь мне все здесь!

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ашшӗ хӗрне ҫӑнӑх авӑртса парӗ, эсӗ чӗлхӳпе пулӑшӑн, хӗрӗ вара, — Андрий ку сӑмаха уйрӑмах пусса каларӗ, — кукӑль пӗҫерӗ.

Папашка-то ейный муку молоть будет, ты языком, а она, — и Андрий сделал на слове «она» ударение, — пироги печь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Мӗн ҫитӗ: акӑ — каҫпала ремонтра ӗҫлекенсен баракне каятӑн та, унта виҫӗ тенкӗпе тем тӗрлӗ хитре хӗр тупатӑн, чӗлхӳпе ҫулласа илӗн.

Куда лучше, пойдешь вечерком в ремонтные бараки и за трешку такую красавицу выберешь, что язычком оближешься.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Темтепӗр суя сӑмаха илтсе тултарнӑ та, халӗ сӳпӗлтететӗн чӗлхӳпе, хӗрарӑм хӑраххи.

Брехнев наслухался и трепешь языком, как баба!

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех