Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлли (тĕпĕ: чӗлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗр касӑлнӑ ҫӑкӑр чӗлли каялла ҫыпӑҫмасть, теҫҫӗ ҫав, — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатать Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Камран та пулин ху вӑйлӑрах пулсан айван ҫынна кӳрентерме юраманни ҫинчен асӑмра юлнӑ ҫӑкӑр чӗлли асӑрхаттарсах тӑрать…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Нормӑпа кашнине икшер ҫӑкӑр чӗлли лекмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Сӗтел хуҫи кӑшт айккинелле пӑхать кӑна — ҫирӗп йӗркене пӑхӑнманнисем ҫиччас кӗсьене ытлашши ҫӑкӑр чӗлли вӑрттӑн чиксе хума хӑтланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Тата апат та питӗ сахал паратчӗҫ: пӗр-икӗ пысӑк ҫӑкӑр чӗлли, ҫавӑн чухлех пӗҫернӗ ҫӑмарта тата ҫур литрлӑ кӗленче савӑта тултарнӑ сӗт.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Те хӗрӗ килтен тухса кайнӑ чухне кунтах вӗренмелли тата ӗҫ тупмалли пирки каланине итлеменшӗн: «Ӑнлантӑн-и, каскӑн, аҫу-аннӳ килӗнчех лайӑх пулнине? Каснӑ ҫӑкӑр чӗлли урӑх ҫыпӑҫмасть», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эпӗ чӑнах та и-ирех тӑрса ҫӑкӑр чӗлли касса илетӗп те витрене чиксе кӑларса хы-ытӑ тӑварласа тухса каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӗлли пура хӗррине пырса перӗнет те чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Студентсенчен улттӑшӗ (татах иккӗшӗ тӗрлӗ сӑлтавсене пула ку ӗҫе хутшӑнаймарӗҫ) илӗм-тилӗм вӑранчӗҫ те ҫӑвӑнса тасалчӗҫ, чей сыпкаларӗҫ, пиртен ҫӗленӗ вунӑ килограмм кӗрекен пӗчӗк миххе ӗҫ хушшинче ҫырткаласа илмелли сивӗ апат (Ула Тимӗрӗн хура ҫӑкӑр чӗлли, виҫӗ пӗҫернӗ ҫӗрулми, килька пулчӗҫ) хурса ҫыхрӗҫ, кӑпӑр-кӑпӑр ӗҫ тумӗпе «хулӑнланчӗҫ», вара, мӗн кирлине илсе, общежитирен тухрӗҫ те ҫерҫилле чӗриклетмесӗр, чакакла чакӑлтатмасӑр сакӑр сехете ҫитмелле чукун ҫул станцинелле ҫул картрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун ҫути ҫухалман-ха, ҫапах тӳпере арпус чӗлли пек ҫӗнӗ уйӑх лайӑх палӑрать.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара ҫӗрте выртакан пештӗрӗнчен ҫӑкӑр чӗлли, икӗ ҫӑмарта тата чӑкӑт кӑларчӗ те пештӗр хуппи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем вӗри ҫӗрулмине кӗпе аркисем ҫине илеҫҫӗ те айккинелле кайса лараҫҫӗ, сумкисенчен тӑвар е ҫӑкӑр чӗлли, е пашалу кӑларса, ҫиме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан тӗпелтен темле хатӗрсем, нухӑт хулли, ҫӑкӑр чӗлли илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашӑкран ҫӑкӑр чӗлли ҫине ҫу юхать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗр аллинче хура ҫӑкӑр чӗлли, тепринче — кашӑк.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пӗрре ҫирӗппӗн ура ҫине тӑрса кӑнтӑр кунӗнчех ҫынсем хушшинче хӑюллӑн утса ҫӳресшӗн пулнӑ, пысӑк-пысӑк ҫӑкӑр чӗлли касса илсе ӑна кӑмӑл туличчен ҫисе ларма ӗмӗтленнӗ.

Ему хотелось встать на ноги, быть уважаемым среди людей, ему хотелось нарезать большие ломти свежего хлеба и есть, есть досыта…

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ маншӑн — каснӑ ҫӑкӑр чӗлли, анчах манма пултараймастӑп-ҫке эпӗ сана, чӗререн кӑларса пӑрахма пултараймастӑп».

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аппӑшӗсем ӑна тӑвар сапса ҫӑкӑр чӗлли тухса пачӗҫ, хӗр ача ӑна аллипе те тӗкӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑл каснӑ ҫӑкӑр чӗлли, ӑна ҫӗнӗрен ҫыпӑҫтарса хума ҫук.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫра ун пек те пулать: тепӗр чух ҫӑкӑр чӗлли парӑнтарайман лашана пӑхма пӗрре те хӑрушӑ мар чӗн пушӑ парӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех