Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтма (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑкӗ чӑтма ҫук сивӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче, ҫанталӑк чӑтма ҫук сивӗ пулнипе, вӑрмантан кӑнтӑрла иртсенех таврӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫан-ҫурӑм ҫӑнӑх авӑртакан арман чулӗсем хушшине лекнӗ евӗр чӑтма ҫук ыратнине туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Чӑтма ҫук какай шӳрпи ҫиес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

…Утӑ ӗҫне пӗтеричченех чӑтма ҫук шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Мана вӑл чӑтма ҫук мӑшкӑл турӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Председатель ҫапла пӗр пӑшӑрханусӑр йывӑҫ ӳсет тенӗрен Дубов чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паян чӑтма ҫук чун кӳтсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Подоприхин чӑтма ҫук ыратнипе сывлайми пулать, Хураҫӗртех ӑна допроссем вӑхӑтӗнче пӳрине сиенленӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӑй вӑйсӑрлӑхне кӑтартмасӑр чӑтма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑванӗсем патне Чӗрккӗне кайнӑ тет-и? — суйрӗ вӑл ҫак хӑй чӑтма пултарайман таса мар сӗтӗрӗнчӗк ҫине ытларах та ытларах тарӑхса.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Санӑн тӑраничченех нишлӗхпе кӳренӗве чӑтма тивет ҫав…

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑвар типсе кайнӑ — чӑтма ҫук шыв ӗҫес килет.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑтма ҫук йывӑр пурнӑҫа пула, — ӑнлантарать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ялти сӑмах ҫӳретекенсене чӑтма пултараймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уйрӑмах каҫсерен чӑтма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ирпе чӑтма пулчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗсрех каласан — басмачсемпе — совет влаҫне чӑтма пултарайман хресченсемпе — вӑрҫӑ пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑн та, кӳршӗри Лашмансем патне те пулин кайса килес, чӑтма ҫук пысӑк хуйхӑра тӗрев парас килчӗ-ха унӑн.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑтма ҫук тарӑхнӑ усал кайӑк хӑрушла ахлатса сулӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех