Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑрмавсене (тĕпĕ: чӑрмав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юхакан шыв, вӑйне кура, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи чӑрмавсене ҫапӑнса, вӗтӗ-вӗтӗ хум кӑларать, шӗпӗл-шӗпӗл сасӑ парать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Аграрисем чӑрмавсене пӑхмасӑр кӑҫал та ӳсӗмлӗ тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вырӑнта ориентировани тума тата чӑрмавсене ҫӗнтерсе пыма сире ҫар службине хатӗрлеме тытӑнни пулать.

Навыки по ориентированию на местности и преодолению препятствий вас будут готовить к службе в армии.

Пишпӳлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... rn-3449969

Нумай ҫул Хӗрарӑмсен республикӑри канашне ертсе пыни ҫемьери чӑрмавсене тарӑнрах ӑнланма май пани те пысӑк пулӑшу.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чух Завьялов, паллах, «ку ӗҫпе ҫыхӑннӑ чӑрмавсене пӗтӗмпех хам ҫине илетӗп», тесе калать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫ хальхи вӑхӑтра Раҫҫей тӗлӗшпе ытти ҫӗршывсем туса хуракан чӑрмавсене пӑхмасӑр пырать, Раҫҫей экспорчӗ тӗлӗшпе саккунсӑр санкцисем йӗркеленӗ, транспорт логистикине чӑнласах кӑткӑслатаҫҫӗ, страхлав тата тӳлевсем ирттерессине те йывӑрлатаҫҫӗ.

Глава государства отметил, что в настоящее время эта работа ведется вопреки препятствиям, которые устраивают другие страны в отношении России, невзирая на введенные в отношении российского экспорта незаконные санкции, серьезно усложняющие транспортную логистику, страхование и проведение платежей.

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3405182

Раҫҫей шанчӑклӑ поставщик шутланать, ытти ҫӗршывсенчен килекен чӑрмавсене пӑхмасӑр, Африка патшалӑхӗсене тырӑ парса пулӑшать.

Россия является надежным поставщиком и, несмотря на препятствия, которые чинятся другими странами, оказывает помощь с зерном африканским государствам.

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3405182

Хӑшӗ-пӗри унчченхи чӑрмавсене парӑнтарать, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ.

Кто-то сумеет преодолеть закрытые ранее барьеры, кто-то удачно сдаст экзамен, кто-то завоюет сердце избранника.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мумина 16 ҫултанпа лашапа чӑрмавсене ҫӗнтерес енӗпе конкурс – олимп спорчӗн конкурсӗпе аппаланать.

Мумина с 16 лет занимается конкурсом – олимпийским конным видом спорта по преодолению препятствий.

Узбекистанри ухӑҫӑ пушкӑрт ӑратӗнчи лашасен ырӑ кӑмӑлне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3387192

Ҫав тӗп ҫул-йӗр литературӑпа искусствӑ халӑх пурнӑҫӗпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑни, социализмлӑ пурнӑҫӑн пуянлӑхӗпе нумай тӗрлӗ енӗсене тӗрӗс, пысӑк ӑсталӑхпа кӑтартса пани, ҫӗннине, чӑн-чӑн коммунизмла пурнӑҫа хавхаланса, илемлӗн сӑнласа пани, обществӑна малалла кайма чаракан чӑрмавсене пурне те питлени пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Тен, хӑвӑрӑн тыткаларӑша улӑштармасан, ҫынна итлемесен халӗ пӗтӗм ыйтӑва татса параймастӑр, чӑрмавсене парӑнтараймастӑр.

Возможно, сейчас не получится решить все проблемы и преодолеть все препятствия, если вы не готовы изменить манеру поведения и выслушать собеседника.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл ҫӗнӗ ӗҫ меслечӗсемпе ытлашши кӑсӑкланмасть, вӗсене ӗҫе кӗртнӗ чухне тӗл пулакан чӑрмавсене пула графикран тухассинчен шутсӑрах шикленет.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пысӑк ӗҫри пин-пин чӑрмавсене вӑй хурса та ӑс ҫитерсе ҫӗнтернипе пӗрлех ҫак йывӑр чӑрмавпа та — ҫанталӑк чӑрмавӗпе — кӗрешме, ӑна та ҫӗнтерме тивет строительсене.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑк ҫемье пуҫӗ чӑрмавсене мӗнле сиресси пирки малалла шухӑшла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Вӗсем стройпа утаҫҫӗ, туризм ҫулӗпе чӑрмавсене парӑнтарса чупаҫҫӗ, пӑшалтан переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Зарница» тата «Орленок» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61154

Унтан та ытла – вӑл е ку чӑрмавсене сирмешкӗн вӗсем хӑйсем те пулӑшӗҫ», – каларӗ Чӑваш Ен ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Ыйту пур, апла хуравламалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60722

Чӑн ӗненӳ тата Раҫҫее чунтан юратни пире хамӑр ҫул ҫинчи хальхи йывӑрлӑхсемпе чӑрмавсене ҫӗнтерме пулӑшса пыччӑр.

Пусть наша вера и наша любовь к России помогут нам преодолеть все нынешние трудности и препятствия на нашем пути.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

Вӑл юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикине аталантарас ӗҫри чӑрмавсене пӗтерсе пыма май килнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Умри чӑрмавсене ҫӗнтеркелесе пынӑ май вӑл куҫӑм хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе пычӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ут вӗттӗн те чупасшӑн пулчӗ: ку хатар вырӑнтан часрах тарса ӳкес, юнавран сыхланас килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Типӗ ҫанталӑксенче кун пек чӑрмавсене машини те, урапи те ним мар парӑнтарнӑ пулӗччӗҫ-ха, халӗ мӗнле-ши?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех