Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑпӑрккипе (тĕпĕ: чӑпӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑлӑп тӑхӑннӑ хура мӑйӑхлӑ арҫын аллинчи чӗн тилхепене турткаласа чӑпӑрккипе хӑмсарчӗ пулсан мӗн тумалла-ха унӑн?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сак самантра унӑн мӑшӑрне ҫӳҫрен явса илсе картиш тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳресси килчӗ, анчах Тарье маларах ӗлкӗрчӗ — аллинчи чӑпӑрккипе Сахара пӗррех пуҫӗ урлӑ туртса ҫапрӗ те, лешӗ питне чӑмӑртаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна Петр Петрович лартса кайни ҫинчен пӗлтерсен, Сергей кравать ҫинче ахлаткаласа выртакан Тилӗ ҫӗлӗкӗ патне пырса: — Намӑссӑр! Сахал пулчӗ-ха сана, кӗҫҫе пит! — терӗ те ӑна, чӗн чӑпӑрккипе туртса илсе, ҫирӗп утӑмсемпе пӳртрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сире пула тӗнче курман намӑса курса пӗтрӗм! — терӗ те, чӗн чӑпӑрккипе лаши ҫурӑмӗнчен туртса, хапхаранах ҫил кӑларса тухса вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван тилхепине ҫуна пуҫӗнчен ҫыхрӗ те тимӗр кӑвака аллинчи чӑпӑрккипе сӳсе илчӗ — урхамах кил еннелле ҫил пек тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗтмен ҫӗртен Ваҫҫа лашипе тӑратрӗ те, чӑпӑрккипе хӑмсарса, пирӗн ҫине вӑркӑнчӗ, аппана ҫара уринчен, пуҫ урлӑ, ҫурӑмӗнчен чӑпӑрккапа чӑвӑшлаттара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ак сана — май килнӗ чух! — терӗ те алӑри чӑпӑрккипе пит урлӑ чашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ав! — чӑпӑрккипе вӑрман еннелле кӑтартрӗ лавҫӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ял витӗрех кайӑпӑр-и е ҫав Чураш ҫулӗ ҫине куҫӑпӑр-и? — хуҫин шухӑшне туйса, юри кукӑр ҫул ҫине чӑпӑрккипе тӗллесе кӑтартрӗ Виктӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шел, пит шел, — терӗ те юртса чупакан лашине сӑлтавсӑрах чӑпӑрккипе ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ну-у, капыла! чупкала васкарах, — чӑпӑрккипе хӑмсаркаласа хӑвалать кӗсрине Лисук.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа вӑл ура айӗнче явкаланса ҫӳрекен йытта чӑпӑрккипе ҫурӑмӗнчен тӑсса илчӗ те, ман еннелле чӑмӑрӗпе юнаса пӑрӑнчӗ.

А потому со злостью жиганул плетью по спине вертевшуюся под ногами собачонку и, погрозив мне кулаком, ушел.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чапаев куҫне хӗссе илчӗ те, хаваслӑн кӑшкӑрса, чӑпӑрккипе сулчӗ.

Чапаев подмигнул ему и, весело гикнув, взмахнул плёткой.

Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Тирӗк-кашӑк шӑкӑртатмасӑр! — каллех вӑрӑм чӑпӑрккипе шартлаттарса туртса ҫапрӗ Мукуҫ мучи.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Гриц ӑна чӑпӑрккипе хӑвала пуҫларӗ, вӑл тата хытӑрах ҫаврӑнать.

Гриц стал её кнутом погонять, а она ещё больше крутилась.

Мӗнле иккен вӑл дзыгӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Мӗн кала та: кӳмеллӗ ҫӑмӑл урапа, хура утсем, кучӑр чӑпӑрккипе шартлаттарать!

— …Что скажешь: карета, жеребцы, кучер щелкает кнутом!

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пӗр ямшӑкӗ — хӗллехи ҫӗлӗк, сӑхман тӑхӑннӑ курпун старик кӳме туртине аллипе хыпалакаласа пӑхать, кӳлме хатӗрленӗ кӳме ҫине тарӑн шухӑшлӑн тинкерет; тепри — яштака ҫамрӑк каччӑ, хӗрлӗ хӑмач кӗштеклӗ кӗпепе, сарӑ кӑтра ҫӳҫне хыҫкаланӑ чух пӗрре пӗр хӑлхи ҫине, тепре тепӗр хӑлхи ҫине анса ларакан хура кӑчкӑ ҫӑм шлепки тӑхӑннӑскер — хӑйӗн сӑхманне ларкӑч ҫине хучӗ, унтах тилхепине пӑрахрӗ те, лаптаклатса явнӑ чӑпӑрккипе ҫапкаласа, пӗрре хӑйӗн атти ҫине, тепре ҫӑмӑл урапана тикӗтлекен лавҫӑсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

Один из ямщиков — сгорбленный старик в зимней шапке и армяке — держал в руке дышло коляски, потрогивал его и глубокомысленно посматривал на ход; другой — видный молодой парень, в одной белой рубахе с красными кумачовыми ластовицами, в черной поярковой шляпе черепеником, которую он, почесывая свои белокурые кудри, сбивал то на одно, то на другое ухо, — положил свой армяк на козлы, закинул туда же вожжи и, постегивая плетеным кнутиком, посматривал то на свои сапоги, то на кучеров, которые мазали бричку.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Виҫҫӗшӗ — ларкӑч ҫинче ларакан Миколӑна сӗтӗрсе антарма хӑтланаҫҫӗ, вӑл вӗсене чӑпӑрккипе хӗнет, хӑтӑлма тӑрӑшать.

Трое — тащили с козел Миколу, который отбивался кнутом.

XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Лешӗ чӑпӑрккипе кӑна каялла тӑсса кӑтартрӗ.

Тот, не говоря ни слова, указал кнутовищем куда-то назад.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗскӗн Шерккей текерлӗке чӑпӑрккипе сулкаласа юнарӗ.

Бедный Шерккей погрозил пигалице кнутовищем.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех