Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑнах сăмах пирĕн базăра пур.
чӑнах (тĕпĕ: чӑнах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах ҫук-ши, чӑнах эсӗ пурӑнса пӗтертӗн те-ши?

Ужели нет, ужели ты совершила круг жизни?

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чӑнах, чӑнах! — пӳлчӗ Обломов.

— Правда, правда! — перебил Обломов.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чӑнах та, чӑнах та ҫав, ку пирӗн аппа.

Ну да, конечно, конечно же, это тетя!

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӑнах та кӑвакалсем Петяна курайми пулнине палӑртасшӑн пулнӑ-ши е вӗсем ӑна чӑнах та паллайман-ши, анчах ку Петяна питӗ хурлантарнӑ, вӑл макӑрса яма та хатӗр пулнӑ.

Была ли это демонстрация или они действительно не узнали его, но только Пете вдруг стало до того тяжело и грустно, что он готов был заплакать.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӑнах та, ман тумалли пулнах пулас, чӑнах та, пурнӑҫра манӑн пысӑк вырӑнта пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн ӑшра ҫав тери пысӑк вӑйсем пуррине туятӑп…

А, верно, она существовала, и, верно, было мне назначение высокое, потому что я чувствую в душе моей силы необъятные…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑнах та, чӑнах та! — терӗ вӑл, — эпӗ хаваслӑрах пулӑп; — хайхи, ахӑлтатса, хӑйӗн бубенне илчӗ те манӑн умра юрласа ташлама та сикме пуҫларӗ; анчах ку нумая пымарӗ, вӑл каллех вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.

— Правда, правда! — отвечала она, — я буду весела. — И с хохотом схватила свой бубен, начала петь, плясать и прыгать около меня; только и это не было продолжительно; она опять упала на постель и закрыла лицо руками.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑнах, чӑнах!

Ну да.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Чӑнах та, виҫҫӗмӗш урокра Акулина «Боярин хӗрӗ Наталие» татӑкӑн-татӑкӑн вулама пуҫланӑ, вуланӑ хушӑра хӑй чарӑна-чарӑна хӑйӗн шухӑшӗсене каласа пынӑ; Алексей кунтан чӑнах та тӗлӗнсе кайнӑ, вӑл повеҫри афоризмсене ҫырса пырса, пӗр листа хут лапӑртаса пӗтернӗ.

В самом деле, на третьем уроке Акулина разбирала уже по окладам «Наталью, боярскую дочь», прерывая чтение замечаниями, от которых Алексей истинно был в изумлении, и круглый лист измарала афоризмами, выбранными из той же повести.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл чӑнах та пӗтӗм кӑмӑлтан каланӑ, ҫак самантра вӑл чӑнах та юратнах темелле пулнӑ.

Он говорил языком истинной страсти и в эту минуту был точно влюблен.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

«Упӑшка чӑнах та тӗрӗс калать-и?» — тесе ыйтать вӑл хӑрушӑ Силвио еннеле ҫавӑрӑнса, — чӑнах та эсӗр шӳтле анчах хӑтланатӑр-и? — тет.

«Скажите, правду ли муж говорит? — сказала она, обращаясь к грозному Сильвио, — правда ли, что вы оба шутите»?

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Чӑнах, чӑнах ҫапла!

Ну да!

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

54. Унтан халӑха та каланӑ: эсир анӑҫ енчен пӗлӗт хӑпарнине курсанах: «ҫумӑр пулать» тетӗр, чӑнах ҫапла пулать; 55. кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсессӗн: «шӑрӑх пулать» тетӗр, чӑнах та пулать.

54. Сказал же и народу: когда вы видите облако, поднимающееся с запада, тотчас говорите: дождь будет, и бывает так; 55. и когда дует южный ветер, говорите: зной будет, и бывает.

Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫурчӗ чӑнах та пысӑк.

Дом действительно был просторный.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Чӑнах, — тет Титок, — ара, урисем шӑнса юман пекех хытса ларнӑ та, ахаль хывса илеймерӗм, хӗҫпе качлаттара-качлаттара касса татрӑм.

«Верно, говорит, так снять не мог, на морозе одубели ноги-то, я их и пооттяпал шашкой.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каярахпа эпӗ, ҫав ӗҫ чӑнах пулнӑ-ши тесе тӗпчесе пӑхрӑм.

А после я пытал: верно ли это?

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Работниксене, чӑнах та, ӗҫрен кӑларса ячӗ ӗнтӗ…

Работников, правда, расчел…

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑнах та, пирӗн ТОЗ-пала инкек курни кӑна ҫав, — ҫирӗплетрӗ Разметнов.

— Да, с ТОЗом нашим беда, — подтвердил Размётнов.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак хула тыткӑнӗнчи ҫынсем — чӑнах та ҫӗршер пинӗн.

Людей в плену этого города — действительно сотни тысяч.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Эпӗ халӗ унӑн куҫӗсене лайӑх куртӑм, — вӗсем чӑнах та ҫӑмлӑ пек; куҫ тӗкӗсем тӗлӗнмелле вӑрӑм, куҫ хупанкисем ҫинче те темле тӗксем илемлӗ кукӑрӑлса ӳснӗ.

Теперь я рассмотрел его глаза, — они действительно мохнаты, ресницы их удивительно длинны, да и на веках густо росли волосики, красиво изогнутые.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Чӑнах та, — килӗшет хайхи аппӑшӗ, — санӑн тумланас пулать!

— Да, — согласилась сестра, — тебе необходимо одеться!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех