Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑн сăмах пирĕн базăра пур.
чӑн (тĕпĕ: чӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.

Куҫарса пулӑш

Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/

Истори ҫине таянса ҫырни кунта ҫук мар: Кӗтерне патша Шупашкарта чӑн та чарӑннӑ, тӗрлӗ халӑх ҫыннисене пухса ӑна чӑн та кӑтартнӑ, Пӑкачав пӑлхавӗ пулса иртнӗ, вӑл Ҫӗрпӳ хулине чӑнах та илнӗ…

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Чӑн, чӑн, — шавлама пуҫларӗҫ хӗрарӑмсем, — чӑн, Афанасьюшка.

— Правду, правду, — зашумели женщины, — правду, Афанасьюшка.

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чӑн, чӑн, чӑн, — пакӑлтатма тытӑнчӗ Огарнова, ҫухалса кайса.

— Верно, верно, верно, — растерявшись, залопотала Огарнова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Чӗлхене аталантарас енӗпе ҫыракан ушкӑнсен хастарлӑхӗн шайӗ ытларах «чӑваш тумне тӑхӑннӑ хӗрсене» лайк лартасси, ҫав вӑхӑтра чӑн пулӑшу кирлӗ ҫӗрте лайк лартакан йышӗ самаях сахалланать, пушшех чӑн та чӑн ӗҫ тумашкӑн.

Уровень активности большинства участников групп по развитию языков сводится к лайкам «красивых девушек в национальных костюмах» и минимумом под постами где нужна реальная помощь, тем более единицы доходят до реальных шагов.

«Чӗлхене аталантарас енӗпе ҫыракан ушкӑнсен хастарлӑхӗн шайӗ…» // Александр Блинов. https://vk.com/im?sel=1644710&w=wall-129 ... cc90438342

Чӑнах тетӗн те, чӑнах мар ҫав: сана вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ — эс сывах; чӑн калатӑп сана, апла шухӑшлани, тепӗр тесен, саншӑн лайӑхрах та.

— Правда, да не совсем: ты жив, а тебя считают мертвым, и так-то оно и лучше.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кун чӑнчӑн арҫынсене - тӳрӗ, вӑйлӑ, хӑюллӑ, ҫемьешӗн ҫеҫ мар, хӑйӗн ӗҫӗшӗн те, пӗчӗк те пысӑк Тӑван ҫӗршывшӑн та явап тытма хатӗр тӑракан арҫынсене пӗрлештерет.

Этот день объединяет настоящих мужчин – честных, сильных и мужественных, готовых взять на себя ответственность не только за семью, но и за свое дело, за малую и большую Родину.

Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ Йӑлпӑлак ялӗнче митинг иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3657270

«Вӗсем чӑн та пӗртӑван пекех вӗт. Вӗсене чӑн та пӗр хуранти шывпа ят хунӑ-ҫке!»

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхшӑн ан кулянӑр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять», – тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче.

«Делайте самое маленькое дело терпеливо и с любовью, не ропщите на размеры жизненной задачи. Самое малое дело можно осветить и осмыслить любовным к нему отношением и самое большое можно уронить и обесславить отношением небрежным и нерадивым», - говорится в его Духовном завещании чувашскому народу.

Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗҫ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/01/gla ... aet-s-dnem

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Чӑн та, вӗсенче ҫитменлӗхсем те пур-ха, анчах хуть те мӗнле ӗҫе те чӑн малтан, нимӗнле опытсӑр пуҫласа янӑ чухне унсӑр пулмасть ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Чаплӑ вырӑс хули Мускав чӑн тӑшман — Чӑнах та Урхана кӳнӗ иккен шар.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑн, чӑн! — тет Шурик.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑнах, ача чун-чӗрине сасартӑках таҫтан ҫӳлтен, чӑн тӳперенех, пӗчӗк телей ҫӑлтӑрӗ — шӑпа ҫӑлтӑрӗ — йӑррр! йӑрлатса анса ӳкрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑн та паттӑр пулнӑ иккен вӑл, чӑн та илемлӗ хӗрӗн юратӑвне тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кам пӗлет, тен, чӑн чӑнах та хаярланнӑ та, хӑюлланнӑ та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Енчен те Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ алӑ пустармалли хутсене тӗрӗслени Федераци саккунӗн 38 статйин 24-мӗш пункчӗн «г1» тата «д» ҫум пункчӗсемпе пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене тӑвасси патне илсе ҫитерет пулсан, кандидат суйлав комиссийӗнчен итоглӑ протокол копийӗпе пӗрле алӑ пустармалли хутсене тӗрӗслени ҫинчен калакан ведомоҫсен ӗнентернӗ копийӗсене илме пултарать, унта суйлавҫӑсем алӑ пуснисем мӗншӗн чӑн мар тата (е) тӗрӗс мар пулнин сӑлтавӗсене кӑтартаҫҫӗ, ҫийӗнчен ҫавнашкал алӑ пуснисемлӗ папка, алӑ пустармалли хут тата алӑ пустармалли хутри йӗркесен номерӗсене палӑртаҫҫӗ, ҫавӑн пекех тивӗҫлӗ алӑ пуснисем чӑн мар тата (е) тӗрӗс мар тесе йышӑнма май панӑ официаллӑ документсен копийӗсене илме пултарать.

В случае, если проведенная Центральной избирательной комиссией Чувашской Республики проверка подписных листов повлечет за собой последствия, предусмотренные подпунктами «г1» и «д» пункта 24 статьи 38 Федерального закона, кандидат вправе получить в Центральной избирательной комиссии Чувашской Республики одновременно с копией итогового протокола заверенные копии ведомостей проверки подписных листов, в которых указываются основания (причины) признания подписей избирателей недостоверными и (или) недействительными с указанием номеров папки, подписного листа и строки в подписном листе, в которых содержится каждая из таких подписей, а также получить копии официальных документов, на основании которых соответствующие подписи были признаны недостоверными и (или) недействительными.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

19. Хӑйне хӑй тӑратмалли йӗркепе тӑратнӑ кашни кандидат тӑрӑх алӑ пуснисене тӗрӗслесе тухнӑ хыҫҫӑн итоглӑ протокол ҫыраҫҫӗ, ҫав протоколра тӗрӗслеме сӗннӗ, тӗрӗслеме тӑратнӑ алӑ пуснисен хисепне тата суйлавҫӑсем алӑ пуснисене тӗрӗсленӗ хисепне, чӑн тата тӗрӗс алӑ пуснисен хисепне, ҫавӑн пекех чӑн мар тата тӗрӗс мар тесе йышӑннӑ алӑ пуснисен хисепне палӑртаҫҫӗ, мӗншӗн ҫавӑн пек йышӑннин сӑлтавне кӑтартаҫҫӗ.

19. По окончании проверки подписных листов по каждому кандидату, выдвинутому в порядке самовыдвижения, составляется итоговый протокол, в котором указываются количество заявленных подписей, количество представленных подписей и количество проверенных подписей избирателей, а также количество подписей, признанных недостоверными и (или) недействительными, с указанием оснований (причин) признания их таковыми.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

18. Алӑ пустармалли листасене хатӗрленӗ чухне суйлавҫӑ е алӑ пустармалли листана ҫирӗплетекен ҫын ятарласа асӑнса хӑварнӑ тӳрлетӳсем тата вараланчӑксем пурри, енчен те ҫак статьян 16-мӗш пайӗн 8-мӗш, 9-мӗш, 12-мӗш тата 14-мӗш пункчӗсемпе килӗшӳллӗн вӑл тӗрӗс маррине е чӑн маррине палӑртман пулсан суйлавҫӑсем алӑ пуснисем тӗрӗс мар е чӑн мар тесе палӑртмалли сӑлтав шутланмасть.

18. Специально оговоренные избирателем или лицом, заверяющим подписной лист, при составлении подписного листа исправления и помарки не могут служить основанием для признания подписи избирателя недействительной, если не установлена ее недостоверность или недействительность в соответствии с пунктами 8, 9, 12 и 14 части 16 настоящей статьи.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Хирӗҫ пулаканни ҫук — чӑн сӑмахӑн суйи ҫук: Михала пиччӗшӗ, чӑнах та, питӗ ӑста музыкҫӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех